Экономика

17 Çĕртме, 2014

Пĕр-пĕрне ăнланни пĕлтерĕшлĕ

ЧР экономика аталанăвĕн, промышленноçпа суту-илÿ министрĕ Владимир Аврелькин Правительство çуртĕнче журналистсемпе пресс-конференци ирттерчĕ.

17 Çĕртме, 2014

"Вăрттăнни" ан пултăр

Шупашкарти Ленин районĕн прокурорĕн аслă пулăшуçи Ф.Кадырова пĕлтернĕ тăрăх - ĕçлевĕн вăрттăн рынокне легализацилес тĕллевпе райпрокуратура "хĕрÿ лини" телефонĕпе анлăн усă курать. 62-25-51 - çак телефонпа шăнкăравласа хăйĕн ĕç прависене пăсни çинчен кашниех пĕлтерме пултарать.

17 Çĕртме, 2014

Чăваш Ен - Раççейре 3-мĕш

Чăваш Енĕн «Уçă кăтартусем» порталĕ регионри уçă кăтартусен рейтингĕнче Раççейре - 3-мĕш, федерацин Атăлçи округĕнче вара 1-мĕш вырăнсене йышăннă. Интернет-ресурс Раççей саккунĕсене, экспертсен тата унпа усă куракансен ыйтăвĕсене 92,6% тивĕçтерет.

16 Çĕртме, 2014

Автоэкспедицие хутшăнакансемпе тĕл пулнă

Çĕртме уйăхĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев "Раççей" автоэкспедицие хутшăнакансемпе тĕл пулнă. Ăна паллă çул çÿревçĕ тата блогер Сергей Доля ертсе пырать.

Экспедици тĕллевĕ уçăмлă - 40-е яхăн хулара пулмалла, пирĕн çĕр-шывăн картти çине "Раççей" сăмаха çырмалли маршрутпа 20 пин ытла çухрăм автомобильпе каймалла. Проектăн тĕп тĕллевĕ - Раççейĕн паллă вырăнĕсемпе историйĕ çинчен каласа кăтартасси, шалти туризма сарма пулăшасси, Интернетпа усă куракансем тата Рунет тулашĕнчи аудитори патне çак шухăша çитересси: "Раççей тăрăх çул çÿресси кăсăклă та çăмăл".

Pages