Экономика

19 Çĕртме, 2014

Çĕнтерÿçĕсене - хисеп те мухтав!

Çĕртме уйăхĕн 16-17-мĕшĕсенче Тăвай районĕнчи "Акконд-агро" фирма" обществăн ĕне ферминче республикăри выльăх пăхакансен конкурсĕ иртнĕ.

Ăна тунти кун Тăвайри культура-кану çурчĕ умĕнче уçнă. Хусанти "ТатХимПродукт" общество выльăх ăш-чикне витĕр пăхмалли УЗИ аппарат, ытти техника хатĕрĕ туса кăларакан Draminsri фирмăн ял хуçалăх оборудованине кăтартнă. Конкурсантсене ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ-ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов, ветеринарин патшалăх службин ертÿçи Сергей Скворцов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке кĕрешÿре çитĕнÿ тума ырă суннă.

18 Çĕртме, 2014

Саккунсем - халăхшăн

Ĕнер Чăваш Республикин пиллĕкмĕш суйлаври Патшалăх Канашĕн 22-мĕш сессийĕ ĕçлерĕ. Кун йĕркине 14 ыйту кĕртнĕ. Вĕсенчен чылайăшĕ республикăн хăш-пĕр саккунне улшăнусемпе хушăмсем кĕртессипе, теприсем федераци саккунĕсемпе пĕр пеклетессипе çыхăннă. Унчченех профильлĕ комитетсенче тĕплĕ сÿтсе явнăран вĕсене татса парасси вăрах пымарĕ. Чăваш парламентарийĕсем нумайăшне икĕ вулавпа йышăнчĕç.

Тĕплĕнрех - "Хыпарăн" çĕртмен 19-мĕшĕнчи номерĕнче.

18 Çĕртме, 2014

Тимсĕрлĕхе çул каçармасть

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин ертсе пынипе республикăри çул çинче хăрушсăрлăх туса хурассипе ĕçлекен Правительство комиссийĕн ларăвĕ иртрĕ. ШĔМ çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕн патшалăх управленийĕн Чăваш Енри пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Геннадий Чурбанов республикăри автомобиль çулĕсенчи тата чукун çул каçмисенчи 2014 çулхи 5 уйăхри лару-тăрупа тата вĕсенче хăрушсăрлăх туса хумалли мерăсемпе паллаштарчĕ.

18 Çĕртме, 2014

Пĕр-пĕрне ăнланни пĕлтерĕшлĕ

Чăваш Ен ертÿлĕхĕ, Правительство членĕсем Республика кунне хатĕрленес ыйтусемпе малалла ĕçлеççĕ. ЧР экономика аталанăвĕн, промышленноçпа суту-илÿ министрĕ Владимир Аврелькин Правительство çуртĕнче журналистсемпе пресс-конференци ирттерчĕ.

Pages