Экономика
Портал урлă меллĕрех
Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕ /ПППП/ урлă Раççейре пурăнакансем çеç мар, ют çĕр-шыв гражданĕсем те пулăшу ĕçĕсене электрон мелĕпе илме пултараççĕ. Çапла тăвас тесен малтан интернет-ресурсра регистрациленмелле. Ку ĕç питĕ ансат, ун валли 10 минутран ытла кирлĕ мар: ятпа хушамата тата телефон номерне кăтартмалла. Çирĕплетекен код телефон çине килсен тата пароль шухăшласа кăларсан ĕçе пуçăнма юрать.
Нумай ачаллисене - патшалăх тĕревĕ
Тăрăшсан чăрмав та сирĕлет
Михаил Игнатьев республика Пуçлăхĕ çумĕнчи экономика канашĕн ларăвне ирттерчĕ. ЧР транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Владимир Филиппов Чăваш Енре çут çанталăк газĕпе мотор топливи вырăнĕнче ытларах усă курма пуçласси, техника хатĕрне газпа ĕçлеттерме пуçламалли пилот проекта хутшăнасси еплерех пынине пĕлтерчĕ.
Ĕç сыхлавне - тимлĕх
Министрсен Кабинечĕн ларăвĕсенче пысăк пĕлтерĕшлĕ вăл е ку ыйтупа тĕплĕ докладсем тăвасси йăлана кĕчĕ. ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе иртнĕ ĕнерхи ларура вице-премьер - сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова "Чăваш Республикинчи 2013 çулхи ĕç условийĕсемпе сыхлавĕн лару-тăрăвĕ çинчен" патшалăх доклачĕпе паллаштарчĕ.
Pages
- « первая
- ‹ предыдущая
- …
- 243
- 244
- 245
- 246
- 247
- 248
- 249
- 250
- 251
- …
- следующая ›
- последняя »