Кун хыççăн кун

9 Çу, 2022

"Вилӗмсӗр полк" ӗҫ-пуҫне Шупашкарта 28 пин ытла ҫын хутшăннӑ

«Вилӗмсӗр полк» общество акцине Шупашкар кӑҫал 8-мӗш хут хутшӑнчӗ.

Хула ҫыннисем паян урам тӑрӑх Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче паттӑррӑн пуҫ хунӑ е унтан таврӑнса мирлӗ вӑхӑтра ҫӗре кӗнӗ ҫывӑх ҫыннисен сӑн ӳкерчӗкӗсене йӑтса утрӗҫ. Ҫакӑнпа вӗсем хӑйсене телейлӗ пурнӑҫ парнеленӗ тӑванӗсен паттӑрлӑхне асра тытнине кӑтартса пачӗҫ.
«Вилӗмсӗр полк» акцие Шупашкарта 28 пин ытла ҫын хутшӑннӑ.

5 Çу, 2022

Сергей АФАНАСЬЕВ: "Трактор завочӗсем" концерн Украинӑран килнӗ ҫынсене пур енлӗн тӗрев пама хатӗр

44 ҫулти Сергей Афанасьев - Украинӑра пурăннӑ вырăс ҫемйинчен. Мариупольте ҫуралса ӳснӗ, 16 ҫулта ашшӗ-амӑшӗ пекех завода вырнаҫнӑ. Пурнӑҫ тӑршшӗпе "АзовМаш", "АзовСталь"... Каярах "Стройводоканалта" ӗҫленӗ. Аслӑ пӗлӳ илме те вăй ҫитернӗ.

5 Çу, 2022

Донбасран килнисем Агрегат заводӗнче ӗҫ тупнӑ

Донбасран пирӗн тӑрӑха куҫса килнӗ ҫынсем мирлӗ пурнӑҫа хӑнӑхса пыраҫҫӗ, ӗҫе вырнаҫаҫҫӗ. 

"Трактор завочӗсем" концерн йышне кĕрекен Агрегат заводĕнче 2 ҫын ĕç тупнӑ. Пурӗ пӗрле концерна Украинӑран килнӗ 5 ҫынна илнӗ, тата саккӑрӑшӗ ҫак вӑхӑтра вырнаҫма документсем хатӗрлет, медосмотр тухать.

Pages