Кун хыççăн кун

10 Ака, 2018

Хăрушсăрлăх усламран хаклăрах

«Христос чĕрĕлнĕ!» — ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен планеркăна çапла каласа пуçларĕ пулин те канашлу уяв сĕмĕллĕ пулмарĕ. Пушар хăрушсăрлăхĕ, çурхи ейÿрен сыхланасси, çуракине хатĕрленесси — кун йĕркинчи çак ыйтусем ырана хăвармасăр татса памаллискерсем.

«Хамăрăннисемпе» «юттисем» ан пулччăр

10 Ака, 2018

Çурхи сунар пуçланать

Чăваш Енре çурхи сунар кунĕсем пуçланаççĕ. Ака уйăхĕн 21-30-мĕшĕсенче вĕçен кайăксене тытма ирĕк параççĕ.
Кăçал çурхи сунар вунă куна тăсăлать. ЧР Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх — çак тапхăрта 3-9 сехетсенче ăсан аçисене, 4-9 тата 18-21 сехетсенче хур, кăвакал аçисене хÿтлĕхре пытанса тытма юрать. Çавăн пекех вальдшнеп сунарĕ уçăлать. Кайăка 19-22 сехетсенче тытма ирĕк параççĕ.

10 Ака, 2018

Пăрлă шыва ÿкнĕ арçынна çăлнă

Шупашкарти заливра çăлавçăсем пăр айне пулнă арçынна пулăшнă. Республикăри çăлавпа шырав служби пĕлтернĕ тăрăх, инкек тÿснĕ çынна шывран туртса кăларнă хыççăн больницăна ăсатнă.

9 Ака, 2018

Юмахра кăна мар

Пурнăç — çĕр тĕрлĕ пăрăнăç... Телей хĕвелĕ çиçнĕ чухнех, кĕтмен самантра, кун-çула тĕксĕм пĕлĕт пусарма, инкек-пăтăрмах çумăрĕ ислентерме пултарать. Йывăр чухне камран пулăшу ыйтмалла, уçăмлатма çук пек туйăнакан лару-тăрăва сирме хăш енчен пырса, мĕнле пикенмелле?

Pages