Кун хыççăн кун

8 Çĕртме, 2022

Субсидисемпе пулӑшӗҫ

Аграрисемшĕн кăмăллă хыпарсем пур. Вӗсемпе ял хуçалăх министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Сергей Фролов Министрсен Кабинечӗн паянхи ларӑвӗнче пĕлтерчĕ.

Пĕрремĕшĕнчен, хăйсем тĕллĕн ĕçлекенсем пулса регистрациленнĕ килти хушма хуçалăхсене те субсидисемпе пулăшĕç. Республика тата федераци бюджечĕсенчен пĕтĕмпе 5 миллион тенкĕ уйăрнă — пулăшу пулĕ. Иккĕмĕшĕнчен, тĕш тырă туса илнĕшĕн тӳлекен субсидие малашне мĕн пур йышши урпашăн парĕç. Хальччен ăна выльӑх апачĕ валли усă кураканнишĕн кăна тӳленĕ.

8 Çĕртме, 2022

Кадетсем тӳлевсĕр апатланĕç

Министрсен Кабинечĕ юнкун ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе иртнĕ ларура тĕрлĕ ыйтăва тишкернĕ май тăватă саккуна улшăнусем кĕртессине тата Правительствăн маларах кăларнă чылай йышăнăвне улшăнусем кĕртессине ырларĕ.

Строительство министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Максимов Чăваш Енпе Тутарстан хушшинчи чикке çирĕплетекен саккун проекчĕ пирки сăмах илчĕ. Хыпăнса ӳкме кирлĕ мар: документ чикке унталла-кунталла куçармасть, республика лаптăкне улăштармасть. Йĕрки çапла — саккунпа çирĕплетмелле.

7 Çĕртме, 2022

Чăваш Ен команди вăрман касассипе мала тухнă

Вăрман касакансем кăçал та професси ăсталăхĕн ăмăртăвĕнче тупăшнă.

Мари Республикинчен, Карелирен, Чăваш Енрен, Тутарстанран, Мускав, Брянск тата Калининград облаçĕсенчен 30 ытла профессионал хутшăннă кÿршĕ республикăра иртнĕ конкурса. Чăваш Енри Артем Шашкова çитекен пулман.

Pages