Кун хыççăн кун

16 Çĕртме, 2022

Чăваш мороженăйĕ – Казахстанра

Шупашкар завочĕн мороженăйĕпе Казахстана пĕлтĕрех тивĕçтерме пуçланăччĕ.

Унсăр пуçне ку çĕршыва пирĕн кондитер çимĕçĕсем, органика пĕрлешĕвĕсем, резина, хут, пушмак, хура металран хатĕрленĕ япаласем, электрохатĕрсем, сĕтел-пукан ăсанаççĕ. Тавар çӳретес икĕ енлĕ хутшăнусене çирĕплетесси пирки çак кунсенче Питĕрти экономика форумĕнче калаçнă. Малашне тавар çаврăнăшне тата вăйлатасшăн.

www.hypar.ru

13 Çĕртме, 2022

Шупашкарта Ача-пăча Акатуйĕ иртнĕ

Андриян Николаев ячĕллĕ ача-пăча паркĕнче ĕнер чăваш юрри-ташши кĕрленĕ. Раççей кунĕнче кунта "Ача-пăча Акатуйĕ" фестиваль-конкурс иртнĕ.

Искусство шкулĕсемпе культура çурчĕсене сукмак такăрлатакан ачасем пĕр-пĕринпе ташласа, юрласа, сăвă каласа тупăшнă. "Чăваш паттăрне" палăртма арçын ачасем канат та туртнă.

Тĕрлĕ номинацири çĕнтерÿçĕсемпе лауреатсене асăнмалăх парнесемпе хавхалантарнă.

10 Çĕртме, 2022

Ĕçлев рынокĕнчи лару-тăрăва çăмăллатма

Ĕçлев министрĕ Алена Елизарова пĕлтернĕ тăрăх, Ббизнеса, халăха пулăшас енĕпе йышăннă мерăсем ĕçлев рынокĕнчи лару-тăру тăнăçлăхне упраса хăварма пултарнă. Вăл паян пандемичченхи шайра, предприятисем хăйсен штачĕн пысăк йышне ĕçрен хăтарма палăртмаççĕ.

10 Çĕртме, 2022

Система йĕркелекеннисен шучĕ пысăкланать

Чăваш Енри система йĕркелекен организацисен списокне тата 22 предприяти кĕрĕ. Çак хыпара санкцисен витĕмĕн условийĕсенче экономикăна пулăшас енĕпе ĕçлекен штабăн эрнекунхи черетлĕ ларăвĕнче республика Пуçлăхĕ Олег Николаев пĕлтерчĕ. Вĕсем — тĕрлĕ отрасль предприятийĕсем. Ларура тишкернĕ ыйтусем те — нумай отрасле пырса тивекеннисем.

9 Çĕртме, 2022

"Рублевая зона" конкурс финалисчӗсем каллех Шупашкарта

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев тата РФ Патшалӑх Думин Финанс рынокӗн комитечӗн председателӗ Анатолий Аксаков "Рублевая зона" конкурса хутшӑнакан журналистсемпе тӗл пулчӗҫ, ыйтӑвӗсене хуравларӗҫ.

Сӑмах май, конкурс финалисчӗсем Чӑваш Енре иккӗмӗш хут. Кунашкалли конкурс историйӗнче – пӗрремӗш хут. Журналистсем республика историйӗпе, экономикӑпа финанс лару-тӑрӑвӗпе кӑсӑкланчӗҫ.

www.hypar.ru Валентина БАГАДЕРОВА căн ÿкерчĕкĕсем

Pages