Кун хыççăн кун

29 Çĕртме, 2018

Спортпа туслăх уявĕ

Пирĕн республикăра муниципалитет пуçлăхĕн тата муниципалитет служащийĕсен кунне ирттересси йăлана кĕнĕ. Кăçал вăл Элĕк районĕнчи Анаткас ялĕ çывăхĕнче иртрĕ. Мероприятие яланхи пекех хула-район ертÿçисемпе вĕсен заместителĕсем, ял тăрăхсен пуçлăхĕсемпе администрацисенче ĕçлекенсем хутшăнăççĕ. Кăçал пĕтĕмпе 26 команда. Ăмăртакансем ишеççĕ, 300 метр чупаççĕ, велосипедпа ярăнса тупăшаççĕ. Пăхаттир пуçлăха та палăртĕç.

28 Çĕртме, 2018

Тĕл пулура кăткăс ыйтусем

Паян Чăваш Республикин цифра аталанăвĕн, информаци политикипе массăллă коммуникацисен министерствин ертÿçи «Хыпар» Издательство çурчĕн коллективĕпе тĕл пулчĕ.

21 Çĕртме, 2018

Çĕнĕ клуб çĕкленет

Çак кунсенче Йĕпреç районĕнчи Ирçе Çармăса ир-ирех хăватлă техника кĕрлеттерсе çитнĕ. Ял шăплăхне хускатса хĕрсех ĕçлеме, çĕр чавма тытăннă. Пысăк машинăсем вара хăйăр тиесе килнĕ.

Pages