Кун хыççăн кун

21 Авăн, 2018

Сăн ÿкерĕнме – «Хыпара»

Документсем валли сăн ÿкерĕнмелле-и? «Хыпар» Издательство çурчĕн «Самант» фотостудине килĕр. Адресĕ: Шупашкар хули, И.Яковлев проспекчĕ, 13 /Пичет çурчĕ/. 318-мĕш пÿлĕм. 3x4 калăпăшлă 3 сăн ÿкерчĕк — 170 тенкĕ кăна. Фотографсем сăн ÿкерчĕксене çав самантрах пичетлесе параççĕ.

20 Авăн, 2018

Ватăскере мăшкăлланăшăн арестленĕ

Куславкка районĕнче 51 çулти рецидивиста арестленĕ. Кун пирки РФ СКан Чăваш Енри следстви управленийĕ пĕлтерет. Арçын хăй пурăнакан ялти 85 çулти кинемее мăшкăлланă тесе шухăшлаççĕ.

Авăнăн 17-мĕшĕнче кăнтăрла çакскер ÿсĕрле ватă хĕрарăмăн пÿртне кĕнĕ. Кил хуçине хĕненĕ, ун тĕлĕшпе ясар шухăшне пурнăçланă. Арçын тухса кайсан тивĕçлĕ канури кинемей йĕрке хуралне шăнкăравланă, киревсĕр ĕçе пурнăçлакана кĕске вăхăтрах ярса тытнă.

20 Авăн, 2018

Йытăсем те тапăнаççĕ, тилĕсем те

«Ачасене урама кăларма хăратпăр. Ирхине шкула мĕнле çитĕç? Уроксем хыççăн мĕнле таврăнĕç? Лăпкăлăха çухатрăм. Нумаях пулмасть урамра ача макăрнă сасса илтсе чупса тухрăм. Ют ача йĕрет иккен, хамăннисем пахчара пулнă», — пĕлтерет 5 ача амăшĕ.

20 Авăн, 2018

«Аннене калăр-ха: ан макăртăр, эпĕ чăтатăп»

Ырлăх курман мар вăл, анчах хурлăхĕ ун çине ытларах йăтăнса аннă. Юратнă çыннине тĕл пулса качча кайнă, тĕрĕс-тĕкел пурăннă. «Мăшăр лайăх çынччĕ. «Танюкка» тесе кăна тăратчĕ.

Pages