Кун хыççăн кун

2 Юпа, 2018

Ярăнас тесен çунине те туртмалла

Çак чăнлăха эпир мĕн ачаран ăша хывса çитĕнетпĕр. Пĕтĕмпех çыхăнура: хăтлă, ăшă çуртра ыр курса пурăнас тăк ăна туса лартни çеç çителĕксĕр, пăхса тăмалла, çутăшăн, ăшăшăн вăхăтра тÿлемелле.

1 Юпа, 2018

Каяшсене пухмалли çĕнĕ йĕрке вăя кĕчĕ

Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса республика коммуналлă хытă каяшсене пухмалли çĕнĕ йĕрке çине куçрĕ. Çак ыйту ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлăвăн, ку хутĕнче Иван Моторин премьер ертсе пынăскерĕн, кун йĕркинче тĕпре пулчĕ.

1 Юпа, 2018

"Хыпар" издательство çурчĕ ветерансене уявпа саламларĕ

Паян "Хыпар" издательство çуртĕнче Пĕтĕм тĕнчери ваттисен кунĕ ячĕпе савăнăçлă пуху иртрĕ. Хаçат ĕçĕнче тĕрлĕ çулта тăрăшнисене издательство çурчĕн директорĕ - тĕп редакторĕ Татьяна Вашуркина ăшшăн саламларĕ. Ку уяв пирки Татьяна Геннадиевна çамрăк чунлă çынсен кунĕ тесе кăмăлтан палăртрĕ. Чăн та, çыннăн вăр-варлăхĕпе правурлăхĕ унăн çулĕнчен килмест-çке. 

1 Юпа, 2018

Кĕмĕл ÿсĕмрисене ÿркев ÿкереймĕ

Тăван çĕр... Çуралса ÿснĕ вырăнти уй-вăрман, тĕкĕр пек çуталса выртакан юхан шыв, ем-ешĕл çаран-улăх. Çырма-çатраллă Чăваш Енĕн пĕр пĕчĕк кĕтесне йышăнакан тăван ял, урам, çуралнă кил. Ача чухне пурăна-киле çаксенчен çывăххи пулмасса ĕненме те йывăр.

Pages