Кун хыççăн кун

14 Чÿк, 2018

Ĕпхÿри шăл тухтăрĕ несĕл йывăççине 11 сыпăк таран хатĕрленĕ

Ĕпхÿри шăл тухтăрĕ Петр Петров 20 çул несĕл йывăççине «ÿстерет». Çавна май вăл 3 пин тăванне тупса палăртнă, 11 сыпăк таран тĕпченĕ. Несĕл йывăççинче — 68 пин хушамат.

14 Чÿк, 2018

Килтĕшсен Пирĕштийĕ

Маттур çын пур енĕпе те пултаруллă. Етĕрне районĕнчи Килтĕшре пурăнакан Галина Александрова тăван тăрăха, çут çанталăка, кайăк- кĕшĕкпе ÿсен-тăран тĕнчине чунтан юратать. Çĕре яхăн чечек ÿстерет вăл хăйĕн пахчинче.

13 Чÿк, 2018

Çĕнĕ кайăк несĕлсен пилĕпе килет

Йăрăс пÿллĕ, илĕртÿллĕ те çыпăçуллă тумланнă Наталья пилĕк ача амăшĕ пулнине малтанах ĕненес те килмерĕ: 25 çулалла çывхаракан ăнăçуллă хĕр пулĕ тенĕччĕ. Çук иккен, унăн аслă ывăлĕ вун улттăра-мĕн, кĕçĕнни çитес çулхи кăрлачра çулталăк тултарать.

Пĕрре те нумай, пиллĕк те сахал…

12 Чÿк, 2018

7 пин ытла çемьене çĕр лаптăкĕпе тивĕçтернĕ

«Чăваш Республикинчи нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕпе тивĕçтерес» саккун вăя кĕнĕренпе нумай ачаллă 7013 çемье патшалăх пулăшăвĕпе усă курнă. Çакна палăртмалла: вĕсенчен 22-шĕнче сусăр ачасем пурăнаççĕ. Çĕр лаптăкĕллĕ пулнă 4585 çемье çурт-йĕр лартма, 2396-шĕ хушма хуçалăх, 54-шĕ — дача тытма тĕв тунă. 2018 çулта çĕр лаптăкĕсене тÿлевсĕр тивĕçнĕ çемьесен пысăкрах пайĕ Шупашкарта, Канашра, Канаш, Шупашкар, Пăрачкав, Çĕмĕрле, Вăрмар районĕсенче пурăнни паллă.

12 Чÿк, 2018

Ĕçлев рынокĕнче çивĕчлĕх пулмĕ

Ĕçсĕрлĕхпе кĕрешесси, эмел препарачĕсен хакĕсене сăнаса тăрасси, пушар хăрушсăрлăхне тивĕçтересси — ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлăвăн кун йĕркинче ку хутĕнче çак ыйтусем пулчĕç. Канашлăва Павительство пуçлăхĕ Иван Моторин ертсе пычĕ.

Pages