Кун хыççăн кун

27 Чÿк, 2018

Бюджет социаллă тĕллевлĕ

Ноябрĕн 27-мĕшĕнче ЧР Патшалăх Канашĕн черетлĕ 25-мĕш сессийĕ хăйĕн ĕçне малалла тăсрĕ. Унта тĕп ыйту Чăваш Республикин 2019 çулхи, планпа пăхнă 2020 тата 2021 çулсенчи тапхăрти бюджечĕ пирки калакан саккун проектне сÿтсе явасси пулчĕ.

27 Чÿк, 2018

Çĕршыври чемпионат эксперчĕн статусне тивĕçнĕ

Шупашкарти апатлану технологийĕпе коммерци техникумĕнче тăрăшакан аслă категори преподавателĕ Екатерина Борцова «WordSkillsRussia» чемпионт эксперчĕн ятне илнĕ.

27 Чÿк, 2018

Клавди кинемей

Клавдия Ишукова хĕр чухнехи хушамачĕ — Федорова Шăмăршă районĕнчи Энтриел ялĕнче 1928 çулхи юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнче йышлă çемьере çуралнă. Унăн ачалăхĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин тапхăрĕпе пĕр килнĕрен çăмăл пулман.

26 Чÿк, 2018

Ачине вĕлернĕ хĕрарăмăн явап тытма тивĕ

Ачине вĕлернĕ тесе айăпланакан Шупашкарта пурăнакан 17 çулти хĕр тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçе тишкерсе пĕтернине пĕлтерет РФ СК республикăри управленийĕ.

26 Чÿк, 2018

«Китай çулĕ» те пулĕ, ВСМ та

ЧР Пуçлăхĕ ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлăва  Михаил Игнатьев укçа-тенкĕ теминчен пуçларĕ. Федераци бюджетĕнчен республикăна уйăрса паракан укçа виçи палăрмаллах ÿсет — 16,5% хушăнать. 

Pages