Кун хыççăн кун

28 Чÿк, 2018

Халăх ырлăхĕшĕн, пуласлăхшăн

Наталья Ванеркина 1976 çулхи августăн 15-мĕшĕнче Шупашкарта çуралнă. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчен, РФ Президенчĕ çумĕнчи патшалăх службин Атăл-Вятка академийĕнчен вĕренсе тухнă. Шупашкарти 55-мĕш шкулта, коммерци тытăмĕнче тăрăшнă.

28 Чÿк, 2018

Унăн ячĕпе урам пур

Илларион Афанасьевич Афанасьев Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Услă Пукашра çуралса ÿснĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсенче ЧАССР Министрсен Совечĕн Председателĕнче тăрăшнă. Ăна Пукаш тăрăхĕнче «Чăваш патши» тесе чĕннĕ.

27 Чÿк, 2018

Бюджет социаллă тĕллевлĕ

Ноябрĕн 27-мĕшĕнче ЧР Патшалăх Канашĕн черетлĕ 25-мĕш сессийĕ хăйĕн ĕçне малалла тăсрĕ. Унта тĕп ыйту Чăваш Республикин 2019 çулхи, планпа пăхнă 2020 тата 2021 çулсенчи тапхăрти бюджечĕ пирки калакан саккун проектне сÿтсе явасси пулчĕ.

27 Чÿк, 2018

Çĕршыври чемпионат эксперчĕн статусне тивĕçнĕ

Шупашкарти апатлану технологийĕпе коммерци техникумĕнче тăрăшакан аслă категори преподавателĕ Екатерина Борцова «WordSkillsRussia» чемпионт эксперчĕн ятне илнĕ.

27 Чÿк, 2018

Клавди кинемей

Клавдия Ишукова хĕр чухнехи хушамачĕ — Федорова Шăмăршă районĕнчи Энтриел ялĕнче 1928 çулхи юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнче йышлă çемьере çуралнă. Унăн ачалăхĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин тапхăрĕпе пĕр килнĕрен çăмăл пулман.

Pages