Кун хыççăн кун

28 Пуш, 2019

Парламент полици ĕçне ырласа хакларĕ

Патшалăх Канашĕн паян иртнĕ черетлĕ 30-мĕш сессийĕн кун йĕркине пĕр теçетке ыйту кĕртнĕ пулин те тĕп тема, паллах, ЧР Шалти ĕçсен министерствин 2018 çулхи ĕçĕ çинчен тунă отчет пулчĕ.

Сергей Неяскин министр палăртнă тăрăх, иртнĕ çул полицишĕн ансат пулман. Çакă çĕршывра Президент суйлавĕ, тĕнчери футбол чемпионачĕ иртнипе çыхăннă. Апла пулин те шалти ĕçсен органĕсем республикăри йĕркелĕхе, хăрушăсăрлăха тивĕçтерес енĕпе çине тăрса ĕçлени куçкĕрет. Çакна ĕçе хаклакан кăтартусем те çирĕплетеççĕ.

27 Пуш, 2019

Ильдар Абузяров Чăваш Енре те чарăнĕ

«Пĕтĕм вырăс диктанчĕ» акци черетлĕ хутчен иртес умĕн çĕршыври анлă çул çÿрев пуçланнă. Владивостокран Таллин таран иртекен авточупăва тухнисем 27 хулана çитме тĕллев лартнă.

27 Пуш, 2019

Республика Пуçлăхĕ ЛДПР членĕсемпе тĕл пулчĕ

Паян Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Правительство çуртĕнче ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсемпе, ЛДПР членĕсемпе Сергей Белобаевпа, Вячеслав Соловьевпа тата Константин Степановпа тĕл пулчĕ. Мероприятие çавăн пекех ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи — ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ Юрий Васильев, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Альбина Егорова хутшăнчĕç.

27 Пуш, 2019

Улатăрти мăшăр кевер туй паллă тунă

Улатăрти Киреевсем кевер туй паллă тунă. «Çÿпçипе хупăлчи», — теççĕ ял-йыш, тăвансем туслă мăшăр пирки. Вĕсем пĕр сукмакпа утма пуçланăранпа 60 çул çитнине ĕненме те йывăр.

Pages