Кун хыççăн кун

13 Ака, 2019

Кун йĕркинче - наци проекчĕсем

Республикӑра наци проекчĕсене пурнӑҫлассине халалланӑ форум шӑматкун Чӑваш патшалӑх университетĕнче малалла ĕҫлерĕ.

Форум секцийсенчен пĕринче пĕчĕк тата вӑтам предпринимательлĕх аталанӑвĕн ыйтӑвĕсене тишкерчĕҫ. Экономика аталанӑвĕн министрĕн тивĕҫĕсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Светлана Ананьева палӑртнӑ тӑрӑх, чылай муниципалитет предпринимательсен шучĕпе те, вĕсем тӳлекн ĕҫ укҫипе те уйрӑлса тӑрать. Ҫакӑ мĕнрен килет? Пухӑннисем ҫак тата ытти ыйту хуравĕсене пĕрле шырарĕҫ.

12 Ака, 2019

Наци проекчĕсем: тĕллевсем пурнăçа кĕреççех

Ака уйăхĕн 13-мĕшĕнче «Единая Россия» партин Генеральнăй канашĕн Президиумĕн тĕрĕслев ушкăнĕ Раççей Президенчĕ Владимир Путин палăртнă наци проекчĕсем Чăваш Енре епле пурнăçланнипе кăсăкланчĕ.

Ушкăн чылай обьекта çитсе курчĕ. Вĕсем Питукассинчи хытă каяш тăкмалли вырăнта, Республикăри ача-пăча клиника больницинче, Шупашкар тĕп больницин хута яма палăртнă поликлиникинче, Чăваш Кадет корпусĕн Пăр керменĕнче, реконструкцилекен «Волга» стадионта, Муркаш районĕнчи «Сеспель» предприятире тата ытти çĕрте пулчĕç.

12 Ака, 2019

Чăваш Енре наци проекчĕсене пурнăçа кĕртессине сÿтсе явма пухăнчĕç

Паян И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче "Чăваш Ен территорийĕнче наци проекчĕсене пурнăçа кĕртесси" форум уçăлчĕ. Унăн ĕçне ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, министрсем, хуласемпе районсен администрацийĕн ертÿçисем хутшăнчĕç.

Pages