Кун хыççăн кун

10 Утă, 2019

Чăваш Ене Раççей экономика аталанăвĕн министрĕ килĕ

Чăваш Ене Раççей экономика аталанăвĕн министрĕ Максим Орешкин килет. Ятарласа мар, кунта çула май пулать.

9 Утă, 2019

Çĕр çинче хыт-хура ÿстермелле мар

Паян Шупашкар районĕн тĕп библиотекинче Юстици министерстви çумĕнчи Общество канашĕн ларăвĕ иртрĕ. Унта муниципалитет органĕсем çĕрпе усă курнине тĕрĕслесе тăрассипе тата нумай ачаллă çемьесене çĕр пайĕсемпе тивĕçтерессипе çыхăннă ыйтусене пăхса тухрĕç.

8 Утă, 2019

Чăваш Енри хастар та маттур çемьесене чысларĕç

«Çемье – тăнăçлăх пуянлăхĕ». Çапла калаççĕ халăхра. Çемье юратупа шанчăклăх хÿттинче пулни вара пирĕн пурнăçа паха пĕлтерĕшпе пуянлатать. Вĕсем — çын телейĕн никĕсĕ, пурнăçри чи хаклă тупра тата шанчăклă тĕрев.

7 Утă, 2019

Юратакансен тата шанчăклисен кунĕ иртнĕ

Шупашкар заливĕн ҫыранĕ ҫинчи Анне палӑкĕ умĕнчи лапама вырсарникун каҫ еннелле ҫынсем мӑшӑрӑн-мӑшӑрӑн, ачисемпе утаҫҫĕ. Ҫапла пулмасӑр - Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх уявĕ вĕт!

5 Утă, 2019

11 регионти спортсменсем ăмăртрĕç

Шупашкар хулинчи «Олимпийский» стадионта кашни кунах çын йышлă: унта утă уйăхĕн 1-6-мĕшĕсенче пушар-çăлав спорчĕ енĕпе регионсен хушшинчи ăмăрту иртет-çке.

Pages