Кун хыççăн кун

9 Авăн, 2019

Инфратытăм кирлĕ

ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен йĕркелекен канашлура нумай ачаллă çемьесене тÿлевсĕр çĕр лаптăкĕсемпе тивĕçтересси мĕнлерех пынине юстици министрĕ Наталья Тимофеева пĕтĕмлетрĕ. Çак правăпа усă курмаллисен шучĕ республикăра 14 пинрен те иртнĕ ĕнтĕ. Хальлĕхе 8 пин ытла çемьене, 57%, лаптăксем панă.

6 Авăн, 2019

Палăртнă объектсене мĕнле тăваççĕ?

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев паян федерацин «Хăрушлăхсăр тата паха автомобиль çулĕсем» наци проекчĕпе килĕшсе тăракан «Çул-йĕр сечĕсем» регион проектне пурнăçласа Шупашкарта тăвакан ĕçсемпе паллашрĕ.

6 Авăн, 2019

Наци проекчĕсем: «Хыпар» 100-101 (27533-27534) № 06.09.2019

«Гипертони майĕпен çамрăклансах пынине палăртмалла. Унпа аптăракансен йышĕ çултан-çул ÿсет. Шкул ачисен хушшинче те юн пусăмĕ пысăкланнă тĕслĕхсене тупса палăртаççĕ, çавăнпа кашнин хăйĕн артери пусăмне тĕрĕслесех тăмалла», — терĕ Шупашкарти 1-мĕш клиника больницин кардиолог тухтăрĕ Кристина Матросова.

5 Авăн, 2019

Паян та юнашарах

Шуршăлти А.Г.Николаев космонавт летчикăн Мемориал комплексĕнче авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнче халăх нихçанхинчен те ытларах пулчĕ. Тĕрĕссипе, унта яланах çын пур-ха. Шуршăл чăвашĕ хăйĕн паттăр ĕçĕсемпе тăван ялне, республикăна чапа кăларчĕ, Çĕр чăмăрĕн пĕр пайĕнче чăвашсем пурăннине тĕнчене пĕлтерчĕ.

5 Авăн, 2019

Наци проекчĕсем: «Çамрăксен хаçачĕ» 35 (6280) № 05.09.2019

«Патшалăх нумай ачаллă çемьесене пулăшу кÿни хавхалантарать. Сăмахран, ачасен апатланăвĕшĕн сахалрах тÿлетпĕр. Халĕ шкулта ирпе кăнтăрла апатланнăшăн уйăхне пĕр ачашăн 800 тенкĕ тÿлемелле, пирĕн — 100 тенкĕ сахалрах. Ача сачĕшĕн нумаях тăкакламастпăр», — пĕлтерчĕ Татьяна. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче ачасем Кĕçĕн Шетмĕри тĕп шкула çÿреме пуçларĕç. Аслисем парта хушшине ларчĕç, кĕçĕннисем пĕлÿ çуртĕнчи ача садĕнче воспитани илеççĕ.

Pages