Кун хыççăн кун

Инçетри ĕçтешĕсене - Екатеринбург полицейскийĕсене. Шăпах вĕсем Чăваш Енĕн йĕркелĕх хуралçисенчен преступнике тупма пулăшмашкăн ыйтнă.

Пуш уйăхĕн пуçламăшĕнче Екатеринбургра такам пĕр автомашинăран пысăк укçа, 800 пин тенкĕ, вăрланă. Сыщиксем 33-ри арçын йĕрĕ çине ÿкнĕ, вăл Уралтан Чăваш Ене килни пирки информаци илнĕ. Кунта, Патăрьел районĕнче, унăн тăванĕсем пурăнаççĕ-мĕн.

Федерацин Атăлçи округĕн регионĕсен хушшинче 2013 çулхи çурла уйăхĕнчен тытăнса 2014 çулхи пуш уйăхĕччен педагогсен «Серафимовский учитель» конкурсĕ иртнĕ.

Унта хăйсен ĕçĕнче кăмăл-сипет воспитани-вĕрентĕвне мала хуракансем тупăшрĕç. Вĕрентекенсен тĕллевĕ - çитĕнекен ăрушăн чунпа аталанма май паракан хутлăх тăвасси.

Тивĕçлĕ канăва тухсан çын килсĕр пурăнаймасть тесе шухăшлама хăнăхнă. Вăл хăш-пĕр чухне кăна унта та кунта тухать, çул çÿресех каймасть, самолетпа нихăçан та вĕçмест темелле. Хаклă пулнипе кăна мар, «тухтăрсем хушмаççĕ».

Мурманск облаçĕнчи «Чăваш Ен» культура обществин делегацийĕ Северодвинск хулин портĕнче тăракан «Ушаков адмирал» эскадра миноносецĕ çинче пулса курчĕ.

Хăнасене хисеп туса карап çинче ялав çĕклерĕç, митинг ирттерчĕç. Чăваш культура обществин ертÿçи Валериан Гаврилов тинĕс-çар флотĕнче хĕсметре тăракан яшсене, çав шутра чăваш каччисене те, çирĕп сывлăх, ăнăçу сунчĕ. Мурманскри «Шупашкар» пĕрлешĕвĕн генеральнăй директорĕ Дмитрий Осипов карап экипажне телевизор тата Чăваш Республикинче туса кăларнă пылак çимĕçсем парнелерĕ.

Çак кунсенче Патăрьел районĕнчи Аслă Арапуç вулавăшĕнче Валентина Ендеевăн «Алă ĕçĕ - чун тата чĕре валли» курав уçăлнă. Ăна Культура çулталăкне тата Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунне халалланă.

Pages

Subscribe to Кун хыççăн кун