Кун хыççăн кун

17 Авăн, 2019

Наци проекчĕсем: «Хыпар» 105 (27538) № 17.09.2019

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен умне йăлари хытă каяш пухма контейнерсем лартмалли лапамсене кăçалхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне туса пĕтерме хушнăччĕ.

17 Авăн, 2019

Наци проекчĕсем: «Чăваш хĕрарăмĕ» 35 (1110) № 14.09.2019

Республика Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн пуçарăвĕпе 2013-2018 çулсенче 179 ФАП уçнă. Вĕсенчен 176-шĕ — тĕслĕх шайĕнче. Кăçал çакăн йышши тепĕр 26 медицина учрежденине хута яма палăртнă. Çак тĕллевпе федераци бюджечĕ 3,3 млн, республика 110 млн тенкĕ уйăрать.

16 Авăн, 2019

Пирĕннисем — виççĕмĕш

Çак кунсенче Оренбургра «Атăлçи зарници» çарпа спорт вăййисем иртнĕ. Унта регион шайĕнче мала тухнă çамрăк армеецсен 14 команди вăй виçнĕ. Ачасем стройпа утассипе, Калашников автоматне сÿтсе пуçтарассипе, 60 метра чупассипе, граната ывăтассипе, пăшалтан перессипе, чăрмавсене парăнтарассипе тата ытти енпе тупăшнă.

Pages