Кун хыççăн кун

23 Авăн, 2019

Çынсем шăнаççĕ, аптекăсем пуяççĕ

Çанталăк тăруках сивĕтрĕ те — ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе паян ирттернĕ канашлура çурт-йĕре хутса ăшăтас ыйту мала тухни ăнсăртран мар. Шупашкарсăр пуçне республикăра пĕр муниципалитет та кану кунĕсенче çуртсене ăшă паманни республика ертÿçине Михаил Игнатьева килĕшмерĕ: «Талăкри вăтам температура 9 градусран чакнă.

23 Авăн, 2019

Çынсен пурнăç пахалăхне лайăхлатмалли хушма мерăсем йышăнĕç

Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлăва ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăй алă пусма хатĕрленекен

20 Авăн, 2019

«Промтрактор» тата «Пром-Вагон» ĕç тухăçлăхне ÿстереççĕ

Паян «Ростехнологисем» патшалăх корпорацийĕн яланхи хĕç-пăшал, çар саппасĕсен тата ятарлă хими кластерĕн индустри директорĕ, «Раççей СоюзМашĕ» тулли мар яваплă обществăн тĕп канашĕн бюровĕн членĕ Сергей Абрамов ĕçлĕ çул çÿревпе Чăваш Енре пулчĕ.

20 Авăн, 2019

Наци проекчĕсем: «Хыпар» 106-107 (27539-27540) № 20.09.2019

Магистраль чукун çул, автоçул тата шывпа сывлăш тĕп çулĕсем инфратытăмне модернизацилемелли тата анлăлатмалли комплекслă плана Раççей Президенчĕн 2018 çулхи çу уйăхĕн 7-мĕшĕнчи «2024 çулчченхи тапхăрта Раççей Федерацине аталантармалли наци тĕллевĕсемпе стратеги задачисем çинчен» указĕпе килĕшÿллĕн йышăннă.

20 Авăн, 2019

Наци проекчĕсем: «Хыпар» 106-107 (27539-27540) № 20.09.2019

«Регионти проектпа килĕшÿллĕн, чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсене профилактикăлас енĕпе кирлĕ йышăнусен комплексне йĕркеленĕ. Чире вăраха яракан сăлтавсене вăхăтра тупса палăртас, пациентсене пысăк технологиллĕ, çÿллĕ шайри пулăшу парас тесе тăрăшаççĕ шурă халатлисем. Çав вăхăтрах тытăма квалификациллĕ кадрсемпе тивĕçтерес тесе çине тăратпăр», — палăртнă Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов тĕллевлĕ ирттернĕ ларура.

Pages