Кун хыççăн кун

19 Раштав, 2019

Хваттере тапăнать… кăткă

Халăх сăнавне ĕненес тĕк кăткă ерни — кĕçех пуясса е йыш хушăнасса. Хăш кăтки пирки сăмах пырать-ши вара? Ара, çĕр çинче унăн 14000 тĕсĕ пурăнать-çке! Вĕсем тупса палăртнисем çеç-ха. Хăшĕ кĕсьене хулăнлатаканни-ши?

18 Раштав, 2019

Çăлавçăсен вĕренĕвĕ иртрĕ

Çĕнĕ çула халалласа чылай учрежденире уяв мероприятийĕсем йĕркелеме планлаççĕ, çaв шутрах - Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче те. Инкек тухас тăк уява килнĕ çынсене мĕнле пулăшмалла? Шăпах çакна кăтартса пачĕç çăлавçăceм паян театрта иртнĕ вĕренÿpe.

www.hypar.ru

18 Раштав, 2019

«Виççĕмĕш пĕвене тумаллахчĕ…»

Çут çанталăка упрас тĕлĕшпе мĕнле ĕçсем пурнăçланă-ха Кĕçĕн Шетмĕ тăрăхĕнче? Паян мĕн тăваççĕ? Çак тата ытти ыйтăва хуравлама Красноармейски районĕнчи «Нива» совхоз директорĕнче, Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕнче чылай çул вăй хунă, пуçарулăхĕпе хастарлăхĕшĕн нумай наградăна тивĕçнĕ паллă агронома Николай Семенова ыйтрăмăр.

18 Раштав, 2019

«Ман пуянлăх — ачасем»

Комсомольски районĕнчи Çĕнĕ Мăрат ялĕнче пурăнакан Елена Андреева тăхăр теçетке çула çывхарать пулин те вашават-ха. Кил-тĕрĕшри ĕçсене те хăех пурнăçлать.

Сак тулли саккăрăн

18 Раштав, 2019

«Атте» тесе чĕнеймерĕм...

Эпĕ 1941 çулта, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă тапхăрта çуралнă. Халĕ 80 çула çывхаратăп. Вăрçă çулĕсенче, хыççăн та пурнăç йывăр пулнă. Çынсем выçăллă-тутăллă пурăннă. Пÿрте хутса ăшăтма вутă та çукчĕ. Пахчара кăшкар утине, мăяна, ытти курăка татса çиеттĕмĕр. Вăл пушанса юлсан кукаçи-кукамай патне каяттăмăр. Вĕсен ачисем фронтра çапăçнă май пахчи сип-симĕс пулнă.

Pages