Кун хыççăн кун

7 Кăрлач, 2020

Раштав кĕлли иртет

Паян чӑвашсем авалтан пыракан Сурхури уявне паллӑ тӑваҫҫĕ. Христос тĕнне йышӑннӑранпа ӑна Христос ҫуралнӑ кунĕпе ҫыхӑнтараҫҫĕ.
Ҫак вӑхӑтра Шупашкарти Пукрав-Татиана чиркĕвĕнче Раштав кĕлли иртет. Ӑна Чӑваш митрополийĕн пуҫлӑхĕ, Шупашкар тата Чӑваш митрополичĕ Варнава ирттерет.
Раштав кĕллине Чӑваш Республикин Пуҫлӑхĕ Михаил Игнатьев та хутшӑнать. Ҫакна та палӑртмалла, кĕлĕсен вӑхӑтĕнче Украинӑшӑн лӑпкӑ пурнӑҫ ыйтни те пулчĕ. Ку ыйту ҫĕршыври пур чиркĕве те хумхантарать.

6 Кăрлач, 2020

Ачасен хăрушсăрлăхĕшĕн

Хĕллехи каникул вăхăтĕнче ачасен хăрушсăрлăxне социаллă службăсем тĕрĕслесе тăраççĕ. Йĕрке хуралĕн ĕçченĕсемпе учительсем рейдсем ирттереççĕ. Çак мероприятие çул çитмен ачасене каникул вăхăтĕнче саккуна пăсассинчен асăрхаттарма, сирме йĕркеленĕ.

5 Кăрлач, 2020

Икçĕре яхăн спортсмен йĕлтĕр çине тăнă

Паян йĕлтĕр сырма юратакансемшĕн чăн-чăн уяв — йăлана кĕнĕ «Раштав чупăвĕсем» ăмăрту — иртнĕ. Спорт уявне уçма ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ — сывлăх сыхлав министрĕ Владимир Викторов, физкультурăпа спорт министрĕ Михаил Богаратов тата ытти сумлă хăна хутшăннă.

Pages