Кун хыççăн кун

20 Кăрлач, 2020

Журналист мыскарисем: пĕр михĕ тата пĕчĕкçĕ хутаç

Лара-тăра пĕлмен журналистсем ялан шыравра. Çапах мĕншĕн çак ĕçе суйланă-ха вĕсем? Ĕçтешĕмĕрсем çак ыйтăва хуравларĕç, кулленхи пурнăçа хăйне евĕрлĕх кĕртекен самантсене аса илчĕç.

17 Кăрлач, 2020

Виç кĕтеслĕ çырусене çĕнĕрен шăрçалать

Ашшĕне Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине илсе кайнă чухне Вăрмар районĕнчи Энĕшпуç ялĕнчи Петр Васильев çулталăкра çеç пулнă, çавăнпа ун пирки амăшĕ каласа кăтартнă тăрăх çеç пĕлет. Çывăх çынни тăван тăрăха таврăнайман, хаяр çапăçура пуç хунă. Çапах Петр Иванович ашшĕне асран кăлармасть: унăн сăн ÿкерчĕкĕсене, фронтран янă çырăвĕсене тăтăшах алла илет.

Купăсĕ халĕ те упранать

17 Кăрлач, 2020

Владимир ПУТИН: Раççей шăпи эпир миçен пулассинчен килет

Кăрлачăн 15-мĕшĕнче Владимир Путин Президент Мускаври «Манеж» тĕп выставка центрĕнче Федераци Пухăвне яракан çулленхи Çырупа паллаштарчĕ. Шучĕпе вăл Владимир Владимировичшăн 16-мĕш пулчĕ.

16 Кăрлач, 2020

«Ку таранччен ырă куртăн, халĕ пире пурăнтар!»

«Качча илекен пур чухне — кай! Эпир общежитири пÿлĕме ытараймасăр ватта юлтăмăр», — хĕр тусĕсем çапла ăс панă манăн аннене. Çак статьяна çырас умĕн вăл каласа пани аса килчĕ темшĕн.

Pages