Кун хыççăн кун

Раççей Федерацийĕн Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕн пулăшуçи Олег Машковцев ертсе пынипе округри «Бизнес-Ăнăçу» наци предпринимательлĕх премийĕн конкурс комиссийĕ тупăшăва пĕтĕмлетнĕ.

Унăн ĕçне стратеги пуçарăвĕсен агентствин ертÿçисем, субъектри ĕç тăвакан влаç тытăмĕн представителĕсем хутшăннă.

Элĕкри литературăпа таврапĕлÿ музейĕнче Шупашкарти трактор историйĕн музейĕн куçса çÿрекен «Хурçă ут» куравĕ уçăлнă.

Трактор музейĕн директорĕ Альберт Сергеев хăй ертсе пыракан учрежденин ĕçĕ-хĕлĕпе, кун-çулĕпе паллаштарнă, виртуаллă видеоэкскурси кăтартнă. Кураври плакатсемпе картинăсем хамăр çĕршывра тата тĕнчере трактор тăвасси епле вăй илсе пынине сăнласа параççĕ. Экспозицире çавăн пекех Раççейре тата чикĕ леш енче 20-мĕш ĕмĕрте туса кăларнă тракторсемпе радио хумĕпе ĕçлекен техникăна та курма пулать.

Ачасен прависене хÿтĕлессипе ĕçлекен Раççей Федерацийĕн Президенчĕ çумĕнчи Уполномоченнăй Павел Астахов пуçарнипе пирĕн çĕршывра "Елка в Новороссию" Çĕнĕ çул акцийĕ пуçланнă.

Pages

Subscribe to Кун хыççăн кун