Кун хыççăн кун

28 Ака, 2020

Ĕçлес кăмăллисене пулăшма яланах хатĕр

Раççей Федерацийĕн аталанăвĕн Владимир Путин Президент палăртнă наци тĕллевĕсен шутĕнче çĕршывра чухăнлăх шайне икĕ хут пĕчĕклетесси тĕп вырăн йышăнать.

27 Ака, 2020

Çĕршыв хăйне тата халăхне хÿтĕлеме пултарĕ

РФ Конституцине тÿрлетÿсем кĕртнĕ май патриотизма вăйлатассине суверенитета хÿтĕлессине çирĕплетсе хăварассине палăртнă. «Раççей Федерацийĕ суверенитета тата территори пĕрлĕхне хÿтĕлессине тивĕçтерет.

27 Ака, 2020

Чăваш парламентарийĕн палăкĕ умне чечек хучĕç

Ака уйăхĕн 27-мĕшĕ — Раççей парламентаризмĕн кунĕ. Çакна шута илсе паян чăвашсен пĕрремĕш парламентарийĕн Яков Абрамовăн палăкĕ умне чечексем хучĕç. Ку палăк Красноармейски районĕнчи Упи ялĕнче вырнаçнă.

27 Ака, 2020

"Чӗрӗ сӑмах" ҫӗнтерӳҫисем паллӑ

Сӑвва илемлӗ вулакансен "Чӗрӗ сӑмах" республика конкурсне пӗтӗмлетнӗ. Пултарулӑх ӑмӑртӑвне Чӑваш Республикин Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви Пултаруллӑ ачасемпе ҫамрӑксен "Эткер" центрӗпе пӗрле пуш-ака уйӑхӗсенче ирттернӗ.

27 Ака, 2020

Цифра тата ÿнер тĕнчинче

13 çулта Надежда Игнатьева (халĕ — Степанова) Вăрнар районĕнчи Услантăр Енĕш хĕрачи, хăйĕн икĕ тантăшĕпе пĕрле Шупашкара физикăпа-математика интернат шкулне вĕренме килнĕ. Енĕшри пĕлÿ çурчĕн ертÿçи, пĕр класри виçĕ пултаруллă вĕренекене харăсах вĕçертес килмесен те, ачасен пуласлăх çул-йĕрĕ анлăрах хывăнасса курнă та ирĕк панă. Ун чухне Надя хăçан та пулин цифрăсемпе задачăсен тĕнчинчен те вăйлăрах илĕртекен хутлăх тупăнасса тĕшмĕртмен.

Pages