Кун хыççăн кун

Утă уйăхĕн 20-мĕшĕнче Йошкар-Олара РФ Президенчĕ Владимир Путин ертсе пынипе çĕршывăн Нацисен хутшăнăвĕсем енĕпе ĕçлекен канашĕн ларăвĕ иртнĕ. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен, муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен паянхи планеркăна шăпах çав ларупа çыхăннă самантсенчен пуçларĕ.

Эрнекун, утă уйăхĕн 21-мĕшĕнче, Сочири "Сириус" вĕренÿ центрĕнчи пултаруллă ачасемпе çĕршыв Президенчĕ Владимир Путин тĕлпулнă. 10-17 çулсенчи ачасем унта "Наука", "Искусство" тата "Спорт" енĕпе вĕренеççĕ.

Ĕнер каçхине Канашри Ленин урамĕнчи 27-мĕш çурт стени çуркаланса кайнă. Унта пурăнакансенчен 21 çынна эвакуациленĕ. Вĕсенчен 14-шĕ тăванĕсем патĕнче хÿтлĕх тупнă, тепĕр 7 çынна (çав шутра тăватă ача пур) "Заря" гостиницăна вырнаçтарнă.

Pages

Subscribe to Кун хыççăн кун