Кун хыççăн кун

29 Ака, 2020

Ĕç çынни хисепе тивĕç

Ĕçлекен çыннăн тупăшĕ сахал пулмалла мар. Патшалăх ĕç çыннине хисеплет, унăн тăнăçлăхне ÿстерсе пырать, прависене хÿтĕлет. Çакна РФ Конституцийĕн 75-мĕш статйин 5-мĕш пунктне кĕртме сĕннĕ.

29 Ака, 2020

Пулăшу кирлисене — апат-çимĕç

Чăваш Енре коронавирус пандемийĕ вăхăтĕнче пĕччен пурăнакан ватăсене пулăшакан волонтерсен шучĕ ÿссех пырать. Акă аграри университетĕнче вĕренекен студентсем ЧР Апат-çимĕç фондĕнче апат-çимĕç пуххисене хатĕрлеççĕ. Вĕсем мĕнле ĕçленипе паян Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев паллашрĕ.

29 Ака, 2020

Паян Чăваш Ен Патшалăх Канашĕн черетсĕр ларăвĕ иртрĕ

Патшалăх Канашĕн черетсĕр 40-мĕш сессийĕ коронавирусран сыхланассин витĕмĕпе иртрĕ тени тĕрĕс пулĕччĕ. Кун йĕркинчи пирвайхи ыйту шăпах республика территорийĕнче пандемие кура йышăнакан мерăсемпе çыхăннипе çеç те мар.

29 Ака, 2020

Пĕр-пĕрне ăнланса, хакласа

Апрелĕн 28-мĕшĕ тĕлне коронавирус инфекцийĕпе чирлисен шучĕ 502 çынпа танлашнă, вилнисем — 8-ăн, сывалнисем — 59-ăн. 1567 çынна медицина ĕçченĕсем асăрхаса тăраççĕ.

14 кунлăх смена йĕркеленĕ

Pages