Кун хыççăн кун

30 Ака, 2020

«Пушă вăхăт — ахаль ирттерме мар»

Кашни самантпа тĕрĕс усă курма тăрăшать вăл. Вăхăта сая яма юратмасть. Елчĕк районĕнчи Елчĕк шкулĕнче 10-мĕш класра вĕренекен Люссия Плотникова мĕн пĕчĕкренех пултаруллă.

30 Ака, 2020

Тĕп пулăшуçăсем — мăнуксем

Çу уйăхĕн 1-мĕшĕнче Çуркуннепе ĕç уявне паллă тăватпăр. Маларахри тапхăрта çак кун халăх демонстрацие пухăннă. Юлашки çулсенче уява çут çанталăкра ирттересси йăлана кĕчĕ. Пирĕн вулакансемшĕн çак кун мĕнпе асра юлĕ-ши?

30 Ака, 2020

Çĕнтерĕве онлайн мелпе паллă тăвăпăр

Алла Салаева вице-премьер паян журналистсем валли брифинг йĕркелесе Çуркуннепе Ĕç тата Çĕнтерÿ уявĕсене мĕнле паллă тăвасси çинчен каласа пачĕ. Калаçăва çавăн пекех культура тата ĕçлев министрĕсем Роза Лизакова, Алена Елизарова хутшăнчĕç.

Коронавирус инфекцийĕ сарăлассинчен сыхланасси уявсен йĕркелĕвне те витĕм кÿрет — пĕтĕм мероприяти тĕпрен илсен онлайн мелпе иртет. Çу уйăхĕн 1-мĕшĕнче онлайн-шестви пулĕ. Унта хутшăнмашкăн чылай коллектив çырăннă ĕнтĕ: трактор завочĕ, ЧЭАЗ, ЧПУ, ыттисем.

Pages