Кун хыççăн кун

18 Çĕртме, 2020

Михаил Игнатьев пурнăçран уйрăлнă

Чăваш Ен Пуçлăхĕ пулнă Михаил Игнатьев пурнăçран уйрăлнă. Юлашки кунĕсенче вăл Питĕрти больницăсенчен пĕринче сипленни паллă. 

Михаил Игнатьев 1962 çулхи кăрлачăн 8-мĕшĕнче Шупашкар районĕнчи Кĕçĕн Турхан ялĕнче çуралнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ пуличчен вăл тăван хуçалăх ертÿçинче, Ял хуçалăх министерствинче, Шупашкар район администрацийĕн пуçлăхĕнче тăрăшнă. Çамрăк чухнехи ĕç  биографийĕнче – «Химпромри» электромонтер та, тăван «Прогресс» хуçалăхри бригадир та.

18 Çĕртме, 2020

Çирĕп çемье — ыранхи кун сывă никĕсĕ

Нина ГЛОТОВА, Çĕнĕ Шупашкарти историпе ÿнер музей комплексĕн директорĕ: 

Конституцие кĕртме сĕннĕ улшăнусенчен манăн чи малтанах йăлана кĕнĕ çемье хаклăхĕсене сыхласа хăварма палăртнине ырлас килет. Çакна хĕрарăм, арăм, анне, асанне куçĕпе-чунĕпе хаклатăп.

17 Çĕртме, 2020

Касăва кайма çын çук

Ĕне касăвĕн черечĕ çитрĕ. Мăйракаллă шултра выльăх шучĕ 50 пуç енне. Миçе сурăхне никам та пĕлмест. Ирĕксĕрех тепĕр икĕ çын тытмалла. Çывăрма выртсан ял тавралла çаврăнтăм. Касу пăхмалăх çын тупма çук. Хирĕçре килĕшекен пур.

Pages