Кун хыççăн кун

17 Утă, 2020

Чÿречерен тинкерсе амăшне кĕтет

Çĕрпӳре пурăнакан Данилăн чи çывăх çыннисем – кукашшĕпе кукамăшĕ. Унăн тантăшĕсемпе пĕрле çуллахи шăрăх кунсемпе савăнмаллаччĕ, пĕве-кӳлĕ хĕррине чупмаллаччĕ. Тăванĕсен пулăшăвĕпе çеç урама тухакан каччă çут тĕнче илемĕпе туллин киленеймест. Пĕр йăнăш çемье пурнăçне тепĕр май çавăрнă.

Сас паман

17 Утă, 2020

Интеллектлă шутлав — электричество вăрришĕн чăрмав

18 çулти каччă Шăмăршă районне хăнана килнĕ. Унти тăванĕсен автомобилĕ ăна питĕ килĕшнĕ — чаплă «KIA» рулĕ умне ларса пăхас килнĕ. Аппăшĕ хирĕçлемен. Çамрăк çын çул çине тухнă кăна — пулать вĕт, ПАИ инспекторĕсем! Вĕсене асăрхасан йĕкĕт тарма шут тытнă: унăн страховка кăна мар, водитель прави те çук вĕт. Эх, чарăнмалла пулнă та çав — кирек мĕнле пулсан та йӳнĕрех ларатчĕ. Анчах… Опыт çукки пĕтернĕ: йĕркелĕх хуралçисенчен тарнă май ăнман водитель машинăна «пăхăнтарайман» — электролинин виçĕ юпаллă тĕревĕ çине пырса тăрăннă.

16 Утă, 2020

Атăла — çĕнĕ сывлăш

«Экологи» наци проектне кĕрекен «Атăла сыватасси» регионти проектпа килĕшӳллĕн Вăрнарта хуçалăхпа йăла каяшĕсен коллекторĕн тата тасатакан сооруженисен строительстви пырать.

Вăл талăкра 1800 кубла метр мăшкăлтăк шывне тасатмалла. Проект хакĕ — 406,60 млн тенкĕ. Ĕçе «Куçса çӳрекен 8 № механизациленĕ колонна» АО пурнăçлать. Кăçалхи чӳк уйăхĕччен обьекта хута ямалла.

16 Утă, 2020

Ытарайми Крым асран тухмасть

Эпĕ каникул вăхăтĕнче çул çӳреме юрататăп. Пĕр-пĕр çĕре кайса курни вĕренӳре хавхалантарать, унсăр пуçне историе те лайăхрах пĕлме пуçлатăн. Иртнĕ çул ăçта кăна çитмерĕмĕр-ши? Хусанти аквапаркра, Пушкăртстанра, Питĕрте тата Крымра пултăмăр.

Pages