Кун хыççăн кун

28 Утă, 2020

Окоп чавса паттăрлăх кăтартнă

«Окоп чавнă çĕрте ĕçлеме çăмăл марччĕ. Çанталăк 40 градусран та сивĕрехчĕ, шăн çĕре чавма çав тери кансĕрччĕ. Тăхăнма ăшă тум çукчĕ, çавăнпа шăнса чирлекенсем те, вилекенсем те пурччĕ», — шăпах çапла аса илеççĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Сăр тата Хусан оборона линийĕсене тума хутшăннă, окоп чавнă çынсем.

Историе аса илес тĕк

27 Утă, 2020

Шупашкарта стела вырнаçтарасшăн

Шупашкар хулинче Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине халалласа стела вырнаçтарасшăн.

Стелăн çÿллĕшĕ 13,85 метр пулĕ. 11 метр çÿллĕш гранит юпа çине республикăмăрăн бронза гербне вырнаçтарĕç, тăрринче икĕ пуçлă ăмăрткайăк пулĕ. Ку вăл икĕ халăхăн: чăвашсемпе вырăссем пĕрлешнин хăватне палăртмалла. Стелăна Республика лапамĕнче вырнаçтарасшăн.

Обелиск проектне Шупашкарти градостроительство канашĕн ларăвĕнче тишкермелле.

27 Утă, 2020

Тата тепĕр район пуçлăхĕ ĕçрен кайнă

Иртнĕ эрнере пирĕн республикăри тата тепĕр муниципалитетăн сити-менеджерĕ ĕçрен кайнă.

Хальхинче Куславкка район администрацийĕн пуçлăхĕ Андрей Васильев яваплă должноçпе сывпуллашнă. Муниципалитета вăл 3 çул çурă ертсе пынă. Ĕçрен кайма шухăш тытнă хыççăн вăл районта пурăнакансен ячĕпе чĕнÿ хатĕрленĕ. Унта вăл Депутатсен пухăвĕпе, Чăваш Ен Патшалăх Канашĕн депутачĕпе Юрий Зоринпа килĕштерсе ĕçленине, районăн хăй пуçлăхра ĕçленĕ вăхăтри ÿсĕмне палăртнă.

27 Утă, 2020

Программăна саккун статусне парĕç

ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев эрнекун Аслă экономика канашĕн ларăвĕнче Чăваш Енĕн 2025 çулчченхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн комплекслă программипе паллаштарнăччĕ те — ĕç тăвакан влаç органĕсен тата мунципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлăва та çак темăранах пуçларĕ.

24 Утă, 2020

Станислав ДАНИЛОВ: Пĕтĕм ĕçе вăхăтра пурнăçласан кăмăлсăрланакан пулмасть

Тăвай районĕнчи Çĕнĕ Пуянкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Станислав Данилов яваплă çак должноçа йышăннă чухне 25 çулта пулнă. Мĕнлерех кăмăл-туйăм хуçаланнă-ха çаврăнăçуллă, ĕçчен те вăр-вар çамрăкăн чунĕнче ун чухне, пилĕк çул каялла? Халăхпа пĕр чĕлхе тупас тесе мĕн тунă?

Pages