Кун хыççăн кун

30 Утă, 2020

Трак енсем туризма аталантарасшăн

Паян ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев Красноармейски районĕнче пулчĕ. «Таябинка» агрофирмăра ĕç вĕресе тăрать. Ку тăрăхра çак хуçалăх вырмана пĕрремĕш тухнă. Кăçал тухăç савăнтарать — 1 гектартан 60 центнер тырă вырса илеççĕ. Çапах савăнма иртерех, йĕпе-сапа пуçланиччен тыр-пула пухса кĕртмелле.

30 Утă, 2020

Чăвашпотребсоюза тав тунă

Ырăлăх çынна çеç мар, чĕр чунсене те кирлĕ.

Граждан пуçарăвĕсене хавхалантаракан центр Пĕтĕм Раççейри «Чи лайăх тус» акцие йĕркелесе ирттерме пулăшнăшăн «Чăвашпотребсоюз» потребитель обществин коллективне тата Чăвашпотребсоюз Канашĕн председательне, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутатне тав тунă.

30 Утă, 2020

Ачасем ашшĕ-амăшне хирĕç выляççĕ

Канаш каччипе Пăрачкав хĕрĕ 2006 çулта паллашнă. Шăпах çакăн чухне çырăнма тытăннă та çемье историйĕ. Çулталăк туслă çÿренĕ хыççăн çамрăксем пĕрлешнĕ. Пĕр çĕнĕ кайăк хыççăн тепри вĕçсе килнĕ май йыш хушăнсах, пысăклансах пынă.

Pages