Кун хыççăн кун

10 Нарăс, 2021

Цифра активĕ те пурлăх шутĕнче

Патшалăх граждан служби çинчен калакан саккуна кĕртмелли улшăнусемпе Министрсен Кабинечĕн паян ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе иртнĕ ларăвĕнче ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Вячеслав Борисов паллаштарчĕ. Республика саккунне тÿрлетесси федераци саккунне улăштарнипе çыхăннă. Саккунăн чиновниксене хваттер туянма субсиди памалли пункчĕ, темиçе çул ĕçлеменскер, малашне те, çитес çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕччен, «чарăнса» тăрĕ.

10 Нарăс, 2021

«Вăрçă ачисене» — çăмăллăх

«Вăрçă ачисен» статусĕ тине укçан виçекен çăмăллăхпа тĕрекленĕ. Çакна Министрсен Кабинечĕн паян ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе иртнĕ ларăвĕнче тивĕçлĕ саккуна улшăну кĕртме сĕнсе ырларĕç.

9 Нарăс, 2021

Тÿлев йĕрки улшăнĕ

Республикăра пурăнакансен йышĕнчи социаллă çăмăллăхпа усă куракан хăш-пĕр çын, çулталăк пуçламăшĕнчи вăраха тăсăлнă кану кунĕсене пула, кăрлач уйăхĕнче хăйне тивĕçекен социаллă тÿлеве вăхăтра алла илеймен. Çакăн çинчен Чăваш Республикин ĕçлевпе социаллă хÿтлĕх министрĕ Алена Елизарова брифингра пĕлтернĕ май ыйтăва хальхи вăхăтра татса панине палăртрĕ. Унăн сăмахĕпе, нарăс уйăхĕнче коммуналлă е урăх тÿлеве саплаштарасси, ачасемшĕн пособи илесси вăхăтра е палăртнă кун çитичченех пулса пырĕ.

9 Нарăс, 2021

Кашмашра агрошкул пулĕ

Муркаш районĕн администрацийĕнче республикăра агрошкул тăвасси пирки калаçрĕç. Чăваш Ен вице-премьерĕсем Алла Салаевăпа Сергей Артамонов агрошкула районти Кашмаш ялĕнче çĕкленекен шкулта уçасшăн.

9 Нарăс, 2021

Кристина МАЙНИНА: Ыйту пулсан ман пата çырăр

«Хыпар» издательство çурчĕн 115 çулхи юбилейĕпе çыхăннă тĕл пулусем малалла пыраççĕ. Нарăсăн 9-мĕшĕнче хаçат ĕçченĕсем патĕнче Чăваш Республикин цифра аталанăвĕн, информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрĕ Кристина Майнина тата унăн çумĕ Юлия Стройкова пулчĕç.

Кристина Андреевна тĕл пулу пуçланиччен «Хыпар» пурнăçĕпе кĕскен паллашма та ĕлкĕрнĕ. Кун пирки ăна издательство çурчĕн директорĕ-тĕп редакторĕ Татьяна Вашуркина каласа кăтартнă.

Pages