Кун хыççăн кун

11 Нарăс, 2021

Финанс волонтерĕсене хатĕрлĕç

Çынсене шăнман пăр çине лартса ярса укçасăр хăваракансем юлашки çулсенче Раççейре çеç мар, Чăваш Енре те йышланса кайрĕç. Çухатакан укçан пĕтĕмĕшле виçи ÿссе пырать. Çын улталанасси вăл ялта е хулара пурăннинчен, çамрăккипе ваттинчен килмест. «Капкăна» пурте çакланма пултараççĕ. Пурне те шанакан-ĕненекен ватăсем уйрăмах шар кураççĕ.

11 Нарăс, 2021

Уçă ыйтусем - уçă xуравсем

Паян ЧР Пуçлăxĕ Олег Николаев ĕçлĕ çyл çÿревпе Çĕмĕрле районĕнче пулчĕ.

Турхан ялĕнчи Олимп чемпионĕ В.Н.Ярды ячĕллĕ спорт шкулĕн ĕç-xĕлĕпе паллашрĕ. Кунта библиотека та вырнаçнă. Ăна 2020 çулта тĕпрен юсанă, вăл хальхи пурнăç ыйтнине тивĕçтерекен библиотека пулса тăнă. Олег Николаев унта та кēрсе курчĕ. Ăна тĕпрен çĕнетнĕ, çĕнĕ кĕнекесемпе пуянлатнă, халĕ кунта acлисем те, ачaсем те вăxăта усăллă ирттерме пултараççĕ. Aчасем валли  ятарласа кĕтессем йĕркеленĕ.

10 Нарăс, 2021

«Картлашкапа» хăпаракан кăна лайăх ертӳçĕ пулайĕ

Правительство çуртĕнче управлени компетенцийĕсен ĕçне хаклас енĕпе ĕçлекен экспертсен канашĕн ларăвĕ иртрĕ. Унта ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев хутшăнчĕ.

10 Нарăс, 2021

21-мĕш ача çут тĕнчене килнĕ

Нарăсăн 9-мĕшĕнче Çĕмĕрле хулин администрацийĕн ЗАГС пайĕнче тин çуралнă 3 ачана регистрациленĕ.

Арюхинсем хăйсен тĕпренчĕкне питĕ хăйне евĕрлĕ ят панă — Янис. Николаевсен çемйинче те ывăл çуралнă, ăна Данила ят панă. Степановсен çемйинче хĕрача çут тĕнчене килнĕ, ăна Анастасия тесе çыртарнă. Пĕчĕк Настьăна килĕнче Захар тата Егор пиччĕшĕсем чăтăмсăр кĕтеççĕ.

Pages