Кун хыççăн кун

22 Пуш, 2021

Хăтлăха лайăхлатмалли ыйтусем

Паян ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев Çĕнĕ Шупашкарти «Биологин тасату хатĕрĕсем» патшалăх унитари предприятийĕнче республикăри ĕçмелли шывпа тивĕçтермелли, таса мар шыва юхтарса кăлармалли хатĕрсене аталантарас ыйтупа канашлу ирттерчĕ.

22 Пуш, 2021

ЧЭСК: Ăçта шыв — унта пурнăç!

Пĕтĕм тĕнчери шыв ресурсĕсен кунĕ РусГидрошăн календарьти пысăк пĕлтерĕшлĕ дата шутланать. Компани ĕçлекен мĕн пур регионта — Çурçĕр Кавказран пуçласа Инçет Хĕвел тухăç таран — çуллен энергин çĕнелсе пыракан çăл куçĕсене аталантарассине, шыв ресурсĕсене упрассине халалланă мероприятисем иртеççĕ.

19 Пуш, 2021

Çулла ачасем валли сиплев лагерĕсем уçăлĕç

Правительство çуртĕнче коронавирус инфекцийĕ сарăлассине чарас енĕпе ĕçлекен ятарлă штабăн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев каланă тăрăх, республикăра лару-тăру япăх, çапах хăрушсăрлăх мерисене пăхăнмалли пирки аса илтерчĕ: дезинфекци тумалла, общество вырăнĕсенче хӳтĕлев маскисене тăхăнмалла тата ытти те.

19 Пуш, 2021

ЧЭСК: шывсăр пурнăç çук

Кĕçнерникун Чăваш энергосбыт компанийĕнче Пĕтĕм тĕнчери шыв ресурсĕсен кунне, çуллен пуш уйăхĕн 22-мĕшĕнче паллă тăваканскере, халалланă мероприятисем пуçланнă. «Шыв кунĕ — РусГидропа» акципе килĕшӳллĕн компанире ачасен шыва халалланă ӳкерчĕкĕсен куравне уçнă.

Курава тăратнă ĕçсен шучĕ 200 патнеллех. Вĕсен авторĕсем ЧЭСК ĕçченĕсен ачисем кăна мар, Шупашкарти, Çĕнĕ Шупашкарти, Çĕрпӳри, Вăрнар районĕнчи шкулсен 7-14 çулсенчи вĕренекенĕсем те.

Pages