Кун хыççăн кун

9 Ака, 2021

Бюджетăн кашни тенки темиçе хут пысăкрах инвестици илсе килтĕр

«Мĕн пур ресурспа туллин усă курмалла. Бюджетран хывакан кашни тенкĕ темиçе хут пысăкрах инвестицисем килессе никĕслетĕр», — Аслă экономика канашĕн эрнеун иртнĕ черетлĕ ларăвĕнчи калаçăва çак тĕллев тавра йĕркелени пысăк пĕлтерĕшлине ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев пусăм тусах палăртрĕ. Ку хутĕнче ларура Куславкка тата Вăрмар районĕсен социаллă пурнăçпа экономика лару-тăрăвне сӳтсе яврĕç.

7 Ака, 2021

Журналистсем социаллă сетьсемпе ĕçлессине лайăхлатаççĕ

Чăваш Республикин массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсем валли черетлĕ семинар иртрĕ. Унта "Хыпар" Издательство çурчĕн ĕçченĕсем те хутшăнчĕç.

Паянхи кун социаллă сетьсен пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине шута илсе вĕсенче хаçат-журналăн ушкăнĕсене сарассипе ăсталăх класĕсем иртрĕç. Пирĕн республикăра Телеграм канал вăй илсех кайман-ха. Çавăнпа ку енĕпе ĕçлес пулсан хальлĕхе конкуренци çуккине палăртрĕ "Грани" Издательство çурчĕн журналисчĕ Дмитрий Новак.

7 Ака, 2021

Пирĕн пуласлăха паянхи шкул ачи йĕркелет

Паян республикăри аслă шкулсенче Уçă алăксен кунĕсем пуçланчĕç. Вĕсем ака уйăхĕн 27-мĕшĕчченех пырĕç. Кăçал шкултан вĕренсе тухакан çамрăксем университет-институтсене çитсе паллашма пултараççĕ. Аслă шкулсен ертӳçисем çĕнĕ вĕренӳ çулне епле хатĕрленни çинчен «Эткер» центрта каласа кăтартрĕç. Шкул ачисемпе вĕрентекенсем онлайн мелпе çыхăнчĕç.

1 Ака, 2021

Кĕтне Пасарĕсем карьер чавассине хирĕҫ

Паян ЧР Пуҫлӑхĕ Олег Николаев Каҫал тӑрӑхĕнче ĕҫлĕ ҫӳревре пулчĕ. Малтанах Комсомольски салинчи "Тав" ООО предприятин ĕҫĕ-хĕлĕпе паллашрĕ. Леонид Тюдюмов пĕлтернĕ тӑрӑх, кунта ҫĕр улми, кишĕр, кӑшман, купӑста типĕтеҫҫĕ, ҫулталӑкне - 328 тонна пахча ҫимĕҫ. Продукцие чылай региона ӑсатаҫҫĕ. Кунта 40 ытла ҫын ĕҫлет паян.

Pages