Кун хыççăн кун

27 Çурла, 2021

Кунта çӳрекен ватлăх çинчен манать

Аэрохоккей мĕнле вăйă пулнине ку таранччен пĕлмен ватăсем çаврнăçулăхне пач çухатман-ха. «Инструкципе паллашар-ха», — пĕри çапла сĕннĕ çĕре тепри ăсласа та илчĕ. Ачалăхри вăйăсене асĕнчех тытсан та çĕннине те тиркемерĕç вĕсем, çутăпа тивĕçтернĕ сĕтел çийĕн шутарчĕç çеç шайбăна.

27 Çурла, 2021

Хăрушсăрлăха тивĕçтерессинче вак-тĕвек çук

Республикăри 883 вĕрентӳ организацийĕнчен 776-шĕ çĕнĕ вĕренӳ çулне хатĕр. Çакăн пирки эрнекун Чрезвычайлă лару-тăруран сыхланас тата унăн сиенне пĕтерес, пушар хăрушсăрлăхне тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен комиссин ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе иртнĕ ларăвĕнче пĕлтерчĕç.

24 Çурла, 2021

Ҫивӗч ыйтусене хускатрӗҫ

Патшалăх Канашĕн бюджет, финанс тата налук енĕпе ĕçлекен комитечĕн ларăвĕ иртрĕ. Унта икĕ ыйтăва - "Туризм" çумпрограмма тата çул-йĕр фончĕ епле пурнăçланнине пăхса тухрĕç.

23 Çурла, 2021

Эрех наркăмăш ан пултăр

ЧР экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов тунтикунсерен иртекен канашлура пĕлтернĕ тăрăх, алкоголь продукцине республикăра икĕ предприяти хатĕрлет — Етĕрнери спирт тата Шупашкарти ликерпа эрех завочĕсем. Кăçалхи кăрлач-çĕртме уйăхĕсенче вĕсем 415,5 пин декалитр эрех туса кăларнă. Ку пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен сахалрах — 80,3% шайĕнче.

23 Çурла, 2021

Цифра трансформацийĕн стратегийĕпе паллаштарнă

Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе тунтикунсерен йĕркелекен, ку хутĕнче пĕрремĕш вице-премьер — финанс министрĕ Михаил Ноздряков ертсе пынипе иртнĕ канашлу цифра министрĕ Кристина Майнина цифра трансформацийĕн стратегийĕпе паллаштарнинчен пуçланчĕ.

Пысăк программа — 263 страницăран тăраканскер. Вăл хатĕр, ăна Правительство пуçлăхĕн тивĕçлĕ хушăвĕпе çирĕплетнĕ — палăртнă ĕçсен графикне хатĕрлесе ĕçе пуçăнмалли кăна юлать.

Pages