Кун хыççăн кун

ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Пăрачкав тата Улатăр районĕсенче Африка мурне тупса палăртнăран карантина хупасси çинчен маларах кăларнă хушăва пăрахăçланă.

Хăрушлăха лекнĕ иккĕмĕш лаптăка пĕчĕклетнĕ. Унта Улатăр, Патăрьел, Вăрнар, Йĕпреç, Комсомольски, Пăрачкав, Çĕмĕрле, Шăмăршă районĕсем, Улатăрпа Çĕмĕрле хулисем кĕреççĕ.

Канмалли кунсенче Елчĕк ялĕ хăйĕн çуралнă кунне паллă турĕ. Кăçал вăл 428 çул тултарчĕ. Шăматкун тĕп стадионта Елчĕк районĕнчи çамрăксем футбол стадионĕнче тĕл пулчĕç, туслăх кубокĕшĕн ăмăртрĕç.

Тепĕр кунхи мероприятисем район центрĕнчи Александр Не¬вский ячĕллĕ чиркĕвĕнче литургирен пуçланчĕç.

Раççей Федерацийĕн Правительстви çĕршыври пенсионерсене 5 пин тенкĕ пама йышăннă. Мĕншĕн 5 пин тенкĕ? Ăна хăçан илме май килĕ? Çак укçана пур пенсионера та параççĕ-и? Çакнашкал ыйту — вун- вун. Çурла уйăхĕн 23-мĕшĕнче РФ Правительствин Председателĕ Д.Медведев черетлĕ ларура пĕлтернĕ хыпар халăха юлашки вăхăтра вĕçĕмсĕр калаçтарать. Патшалăхăн çĕнĕ пулăшу меслечĕпе çыхăннă ыйтусене РФ Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн управляющийĕ Роза Кондратьева уçăмлатрĕ.

"Шупашкар филиалĕ пире паллаштарчĕ, çывăхлатса туслаштарчĕ! Вăл нихăçан та асран тухас çук!" - РФ Президенчĕ çумĕнчи Раççей халăх хуçалăхĕн тата патшалăх службин академийĕнчен вĕренсе тухакансем аслă шкулпа сывпуллашрĕç. Çак ятпа йĕркеленĕ уява Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăнчĕ. Дипломлă специалистсене çавăн пекех вĕрентÿ министрĕ Владимир Иванов, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов саламларĕç.

Pages

Subscribe to Кун хыççăн кун