Кун хыççăн кун

7 Çурла, 2024

Электричество энергийĕшӗн малашне телефонри приложени урлӑ тӳлемелле

"Чӑваш Ен энергосбыт компанийĕ" пĕрлĕхĕн Çĕрпӳри уйрăмĕн директорĕ Елена Иванова пресс-конференци йĕркелерĕ, тытăма цифровизацилессипе çыхăннă ыйтусене хуравларĕ. 

Çĕртме уйăхĕнчен энергосбыт компанийĕ электричествăпа усă куракансем патне квитанцисем яма пăрахнӑ. Елена Александровна ăнлантарнă тăрăх, усă курнă киловаттсемшĕн потребительсем интернет урлă тӳлеме, счетчик кăтартăвĕсене пĕлтерме пултараççĕ. Çавна май смартфон çине ятарлă приложени вырнаçтармалла, регистрациленмелле.

7 Çурла, 2024

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхĕ Олег Николаев республикӑри паллӑ спортсменсемпе, тренерсемпе тĕл пулчĕ

Физкультурник кунĕ умĕн ирттерекен йӑлана кĕнĕ тĕл пулу ку. Олег Алексеевич спортсменсемпе тренерсене ҫĕнĕ ҫитĕнӳсемшĕн чунтан тав турĕ. республикӑра спортсменсемпе мӑнаҫланни, вĕсене тĕслĕх вырӑнне хуни пирки пĕлтерчĕ.

"Эпир малашне те сире хавхалантарса пырӑпӑр. Ҫĕнĕ спорт обьекчĕсене тӑвассине малалла тӑсӑпӑр. Юлашки вӑхӑтра республикӑра ҫĕнĕ 50 спорт обьектне хута ятӑмӑр",- палӑртрĕ Олег Алексеевич.

15 Утă, 2024

«Хыпара» Виктория Вышинская ертсе пырĕ

Тăхăр уйăха яхăн кĕтнĕ хыççăн «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕн — тĕп редакторĕн пушă пулнă пуканĕ тинех хуçине тупрĕ. Иртнĕ эрнере ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев тивĕçлĕ хушăва алă пуснă, паян вара цифра министрĕн çумĕ Алексей Гурьянов Пичет çуртне килсе «хыпарçăсене» Издательство çурчĕн çĕнĕ директорĕпе — тĕп редакторĕпе Виктория Вышинскаяпа паллаштарчĕ.

28 Çĕртме, 2024

Пляжсене тĕрĕсленĕ

Шупашкарта пляжсем пĕр уйăх каялла уçăлчĕç. Шăрăх çанталăкра хула çыннисем унта хаваспах шыва кĕреççĕ. Çавăн пекех Атăл хĕрринче уçăлса çӳреççĕ, велосипедпа ярăнаççĕ.

Pages