Актуально

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕнче Хĕрлĕ Чутай районĕнче ĕçлĕ çулçÿревре пулчĕ.

Малтан «Коминтерн» ЯХПКн сĕт сумалли блокĕн ĕçĕпе паллашрĕ. Хуçалăх ăна ивестици проекчĕпе килĕшÿллĕн пĕлтĕр туса пĕтерчĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ кăрлачăн 17-мĕшĕнчи хушăвĕпе федерацин «Коррупципе кĕрешесси çинчен» тата ытти саккунĕнче палăртнă чарусене, интерессен конфликчĕсене сирме ыйтнине пăхăннине, должноç тивĕçĕсене пурнăçланине тĕрĕсленĕ тапхăрта Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместительне — экономика аталанăвĕн, промышленноç тата суту-илÿ министрне Владимир Аврелькина должноçран хăтарнă.

Тивĕçлĕ канăва тухмалли вăхăта ÿстерсен ватăсем тивĕçлĕ пенси илме тытăнаççĕ имĕш. Чăнах та, нумай хăпарĕ-ши пенси?

Ыйтăва РФ Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕн пресс-службин ертÿçи Елена ИЛЬИНА хуравлать:

— «Раççей Федерацийĕн пенси палăртас тата тÿлес ыйтăвĕсемпе çыхăннă саккунĕсен уйрăм акчĕсене улшăну кĕртесси» çинчен калакан саккун проекчĕн тĕллевĕ — пенсипе тивĕçтерессине лайăхлатасси.

Çак ыйту паян республикăри Ял хуçалăх министерствине те, Патшалăх ветеринари службине те канăç памасть. Патăрьел районĕнчи Патăрьелти кил хуçалăхĕнче - 11, Комсомольски тăрăхĕнчи икĕ кил хуçалăхĕнче харăсах 43 чĕпĕ вилнĕ.

Pages

Subscribe to Актуально