Рейтингри позицие çирĕплетнĕ

9 Çурла, 2016

Политикăпа экономика коммуникацийĕсен агентстви Раççей субъекчĕсен пуçлăхĕсен витĕмлĕхĕн кăçалхи утă уйăхĕнчи черетлĕ рейтингне пичетленĕ.

Çĕртме уйăхĕнчипе танлаштарсан Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн рейтингри позицийĕ палăрмаллах çирĕпленнĕ. Çĕртме уйăхĕнче регион Пуçлăхĕ «Вăйлă витĕм» ушкăнра 38-мĕш вырăнта пулнă, утă уйăхĕнче вара вăтам 5,63 балпа 24-мĕш вырăна çĕкленнĕ /Атăлçи округĕнчи регионсен хушшинче — 5-мĕш вырăн. Çĕртме уйăхĕнче 7-мĕш вырăнта пулнă/.

Рейтинг лидерĕсем улшăнман: Мускав мэрĕ Сергей Собянин, Чечня пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Рамзан Кадыров, Тутарстан президенчĕ Рустам Минниханов.