Республикăри прокуратура ĕçченĕсем професси кунне паллă турĕç

аян республикăри прокуратура ĕçченĕсем професси кунне паллă турĕç. Çак ятпа Шупашкарта Чăваш Республикин прокуратуринче савăнăçлă уяв йĕркеленĕ. Унта Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăнчĕ, право хуралĕн сотрудникĕсене саламларĕ, яваплă ĕçре çитĕнÿсем тума ырă сунчĕ.

«Эсир саккунлăха тата право йĕркине çирĕплетес, обществăпа политика тăнăçлăхне сыхлас ĕçе пысăк тÿпе хыватăр. Халăх хушшинче те хисепре, çынсем сире шанаççĕ, ĕненеççĕ, мĕншĕн тесен эсир вĕсен ыйтăвĕсене татса пама пулăшатăр, хÿтĕлетĕр», — терĕ республика ертÿçи прокуратура ĕçченĕсен ĕç-хĕлне пысăк хак парса. 

Саккуна пăснă тĕслĕхсене асăрхасан, ултавçăсен серепине лексен, ытти тĕрĕс марлăхпа тĕл пулсан çынсем, ахăртнех, чи малтан прокуратурăна çул тытаççĕ. Прокурорсем вĕсене ăнланса пулăшасса, хăйсене кÿрентерекенсене явап тыттарасса шанаççĕ. Чăваш Республикин прокурорĕ Василий Пословский каланă тăрăх — иртнĕ çул халăхран 20 пин ытла ыйту йышăннă, вĕсене пурне те тенĕ пекех саккунпа килĕшÿллĕн татса панă. «Эпир, прокурорсем, питĕ яваплă професси суйланă. Çĕршыв историйĕ, малашлăхĕ пирĕн ĕçрен нумай килет. Çавăнпа та пирĕн хамăрăн тивĕçсене пысăк яваплăха туйса пурнăçламалла», — терĕ Василий Пословский. Республика прокурорĕ иртнĕ çулхи ĕç-хĕл кăтартăвĕсемпе паллаштарнă май ĕçтешĕсене тÿрĕ кăмăлпа вăй хунăшăн, професси ăсталăхĕшĕн тав турĕ.

Çавăн пекех уявра кулленхи ĕçре пысăк çитĕнÿсем тунисене патшалăх, ведомство наградисемпе, хаклă парнесемпе чысларĕç.

СĂМАХ МАЙ

Прокуратура ĕçченĕн кунне Раççейре çулсерен кăрлачăн 12-мĕшĕнче паллă тваççĕ. Уява РФ Президенчĕн 1995 çулхи раштавăн 29-мĕшĕнчи указĕпе çирĕплетнĕ. Петĕр патша 1722 çулта прокуратура институтне тата генерал-прокурор постне никĕсленине халалланă.

www.hypar.ru

Валентина БАГАДЕРОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Исключить из Яндекс-Новостей: 

Комментари хушас