Республикăри кадетсем I форума пухăнчĕç

9 Нарăс, 2019

Паян Совет Союзĕн Геройĕ А.В.Кочетов çуралнăранпа 100 çул çитнине халалланă республикăри кадетсен I форумĕ иртрĕ.

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Ен кадет корпусĕнче пĕлÿ илекенсене вĕренме-аталанма пур услови туса панине палăртрĕ. Офицерсене кадетсемпе çыхăнуйĕркеленĕшĕн, ашшĕ-амăшне ачисене тивĕçлĕ воспитани панăшăн тав турĕ вăл. Малашне пысăк конкурс витĕр тухнисем кăна кадетсен йышне кĕме пултарнине каларĕ.

Михаил Васильевич республикăри чи лайăх çамрăк армеецсене Пĕтĕм Раççейри ачасемпе çамрăксен «ЮНАРМИЯ» çарпа патриотизм общество юхăмĕн удостоверенийĕпе паллине пачĕ. Александр Кочетовăн мăнукĕн ачи Дмитрий Яковлев кадетсене çĕнни патне ăнтăлмаллине, тĕрĕс çул суйламаллине каларĕ.

ЧР вĕрентÿ министрĕ Сергей Кудряшов кадет юхăмĕ вăйланса пынине палăртрĕ. Вăл каланă тăрăх, республикăри шкулсенче 195 кадет класĕ уçнă, унта 4560 ача пĕлÿ илет. Çакăнта йĕркеленĕ Попечительсен канашĕн канашлăвĕнче Совет Союзĕн Геройĕ А.В.Кочетов ячĕллĕ Чăваш кадет корпусĕпе республикăри Ашшĕсен канашĕ çамрăксене патриотизм воспитанийĕ парас тĕлĕшпе пĕрле ĕçлесси çинчен килĕшÿ алă пусрĕç.

Форум вăхăтĕнче республикăри кадетсен бал ташшин конкурсĕ иртрĕ. Çакăнтах Тăван çĕршывăн Аслă вăрçнче усă курнă япаласен куравĕ ĕçлерĕ.

Петр ТЕПЛОВ, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ:
— Кадет корпусĕнче тăван çĕршыва юратма вĕрентни нимрен хаклă. Эпĕ ачаранпах спортпа туслă. Çакă мана вăй-хал парса тăрать. Çамрăксене телейлĕ малашлăх сунас килет.
Игорь ВЕРЕНДЕЕВ, «Русский егерь» общество организацийĕн членĕ:
— Эпир çакăнта йĕркеленĕ курава çар тумтирне илсе килтĕмĕр. Çамрăксене Аслă вăрçă вăхăтĕнче аслашшĕ, кукашшĕ тăхăннă çи-пуçа кăтартас килчĕ. Манăн алăра — 1939 çулхи сехет. Ăна интернет урлă тупма май килчĕ. Курăр — вăл халĕ те ĕçлет.

Комментари хушас