Республикăна хушма укçа килет

26 Утă, 2016

2016 çулхи утă уйăхĕн 18-мĕшĕнчи 1526р №-лĕ хушупа Раççей Федерацийĕнчи 19 субъект хушшинче 12,1 миллиард тенкĕлĕх субсиди пайланă. Ку укçана федерацин 2016 çулхи бюджетĕнче пăхса хăварнă. Документа Раççей Федерацийĕн Правительствин ларăвĕнче утă уйăхĕн 13-мĕшĕнче пăхса тухса ырланă.

Чăваш Республикине килекен хушма укçа виçи — 68476 пин тенкĕ. Хальхи вăхăтра ЧР Транспорт министерстви Росавтодорăн структура подразделенийĕсемпе объектсене палăртас тата кирлĕ документсене хатĕрлес тĕлĕшпе ĕçлет.

Хушупа килĕшÿллĕн бюджетсен хушшинчи трансфертсене çул-йĕр хуçалăхĕн тытăмĕнчи регион программисен тĕллевĕсене /кĕперсем тăвасси, реконструкцилесси тата юсасси/ пурнăçа кĕртме параççĕ. Йышăну 2016 çулта кĕперсене юсама, авари хăрушлăхне сирме май парать.

Рубрика: