Республикăна 940 млн тенкĕ килнĕ

15 Раштав, 2015

Иртнĕ эрнекун республикăна федераци хыснинчен 940 млн тенкĕ çитнĕ. 571 млн бюджетсен шайлашулăхне тивĕçтерме кайĕ.

Михаил Игнатьев ку укçана Чăваш Ене куçарттарас ыйтăва Раççей финанс министрĕпе Антон Силуановпа кăçалхи утă уйăхĕн 24-мĕшĕнчех сÿтсе явнă. Ăна республика бюджечĕн пĕтĕмлетĕвĕпе тата кăтартăвĕсемпе паллаштарнă. А.Силуанов Чăваш Ене федераци хыснинчен хушма укçа уйăрма килĕшнĕ. Çынсен сĕнĕвĕсене, М.Игнатьевăн «Пĕрле пурăнмалла - пĕрле пурнăçламалла» халăх программинче шута илнĕскерсене, тĕпе хурса ăна социаллă инфратытăм об<екчĕсем хывма, чи пĕлтерĕшлĕ тĕллевсене пурнăçлама ярĕç.

Ку кĕмĕлсĕр пуçне республика хыснин çителĕклĕхне тивĕçтерме Раççей бюджетĕнчен дотаци 369,1 млн тенкĕ уйăрнă. Ăна патшалăх пособийĕсемпе, социаллă тÿлевсемпе, компенсацисемпе татăлма уйăрĕç. Чăваш Ен хыснин çителĕклĕхне тивĕçтерме çулталăк пуçланнăранпа 6 млрд ытла тенкĕ янă.

Региона укçа куçарттарас тĕлĕшпе кăçал республика Правительстви, чи малтанах Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев федераци центрĕпе тухăçлă çыхăнса ĕçленине палăртмалла.

Раççей хыснине тавăрмалла мар пĕтĕм укçа кăçал 15406,6 млн тенкĕпе танлашать. Ку - бюджетра малтан пăхнă суммăран 46,7: нумайрах.

Рубрика: