Республика уй-хирĕнче

24 Çу, 2016

Патăрьел. Туçа, Çĕнĕ Ахпÿрт, Хирти Пикшик ял тăрăхĕсенче пахчаçимĕç управĕ тăваççĕ. Анат Туçари Валерий Кузнецовпа Именкассинчи Владимир Гладков унăн кăшкарне хăпартнă, халĕ шалта ĕç пырать. Пĕрремĕшĕ — 500, иккĕмĕшĕ 250 тонна пахчаçимĕç упрамалăх çĕклеççĕ. Строительство материалĕ хăйсен укçипех туянма вăй çитереççĕ.

Çĕнĕ Ахпÿртри Евгений Мартышкин фермер пахчаçимĕç управĕсемпе усă курать пулин те çывăх вăхăтра 100 тонна севок хĕл каçармаллине хута ярасшăн. Пахчаçимĕç çитĕн­терессипе ку ялти Л.Краснова фермер та ырă тĕслĕх кăтартать.

Красноармейски. Ял хуçалăхĕн 6 организацийĕнче куккурус 800 гектар çитĕнтересшĕн. Районта чи малтан «Красное Сормово» общество — 300, вăл шутра тĕшĕлĕх 130 гектар акнă. Ку культурăна комбайнпа виççĕмĕш çул çапса тĕшĕлеççĕ.

Хĕрлĕ Чутай. Николай Лисаев фермер çурхи культурăсене 600 гектар çинчен пухса кĕртесшĕн. Механизаторсем вĕсене вăхăтра акса хăварассишĕн вăй-хала шеллемесĕр тăрăшнă. Ака уйăхĕнче ХФХ инкубаторне чĕп кăларма 40 пин çăмарта хунă, ку уйăхра чăх чĕпписем тухнă. Вĕсене халăха сутса услам чылай тăваççĕ.

Çĕрпÿ. А.Хорошавин фермер хуçалăхĕнче техника культурисем 1200 гектар йышăнаççĕ. Тăпрана Алексей Степановпа Вячеслав Тарасов механизаторсем — рапс, «Гвардия» ЯХПК тракторисчĕсем Вениамин Яковлев, Сергей Григорьев, Валерий Николаев урпа варăнтарнă. ЯХПК çураки умĕн МТЗ-82 трактор, дискатор, утта тĕркелемелли пресс туяннă.

Канаш. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Степанов çу уйăхĕн 18-мĕшĕнче: «Паянхи кун тĕлне лаптăксен 90 процентне вăрлăх варăнтартăмăр. Çапах та «Стройсфера», «Бородино», «Биотехнопарк» АХОсем, Ямаш агрофирми хăйсене уй-хир ĕçĕсен геройĕсене хирĕçле кăтартрĕç», — тесе хак панă.

Кÿкеç. Районти хуçалăхсенче куккурус выльăхшăн паха апат пулнине лайăх пĕлеççĕ. Çавăнпа лаптăка çуллен ÿстереççĕ. Кăçал — 1300 гектар. Çав шутра тĕшĕлĕх акаканни пысăк лаптăк йышăнать.

Шăмăршă. «Колос» общество ĕçченĕсем кĕрхи /230 га/ тата çурхи /478 га/ тырăран кăна мар, сахăр кăшманĕнчен /400 га/ те пысăк тупăш илессишĕн ырми-канми тăрăшнă.

Тăвай. С.Илларионов фермер хуçалăхĕн механизаторĕ Александр Васильев 150 гектар куккурус акнă. Александр Ложков водитель уя вăрлăх турттарнă. Ăна сеялкăна Михаил Гордеев акаçă тултарнă. Кĕркунне куккуруса вĕтетсе 700 пуç ĕне выльăха, вăл шутра сăвакан 330 ĕнене тăрантарма хывасшăн.

Юрий МИХАЙЛОВ.

Рубрика: