Республика Пуçлăхне Çĕнĕ çулпа, Раштавпа саламлаççĕ

31 Раштав, 2015

Чăваш Республикин Пуçлăхне Михаил Игнатьева Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин Çĕнĕ çулпа тата Раштавпа саламланă: «Эпир çак уявсене яланах çутă туйăмсемпе кĕтсе илетпĕр, пĕр-пĕрне чун-чĕререн çитĕнÿсем, сывлăх тата тăнăçлăх сунатпăр, малашлăха тĕллевсем палăртатпăр. Шухăшлани пурнăçланассине таса чунпа ĕненетпĕр. 2016 çул кашни киле, кашни çемьене ырăлăх, юрату, лăпкă пурнăç илсе килтĕр. Сирĕншĕн тата Сирĕн çемьешĕн телейлĕ пултăр!»

«Çĕнĕ çул тата Раштав саламне йышăнсамăр. Çак уявсем тĕрлĕ ÿсĕмрисене пĕрлештерет, кăмăллă лару-тăру тăвать, пире çутă туйăмсемпе ырă кăмăл парнелет. Иртекен çулти ÿсĕмсемшĕн эпир чунтан савăнатпăр, йывăрлăхсене пĕрле парăнтартăмăр, çĕнĕ тĕллевсене пурнăçлама талпăнтăмăр. 2016 çул кĕçех тулли правапа хуçаланма тытăнĕ. Вăл Раççейшĕн тата унăн халăхĕшĕн ăнăçлă, тăнăçлă тата телейлĕ пултăр. Кашни киле, кашни çемьене юратупа килĕшÿлĕх тата тăнăçлăх кÿтĕр. Сире çирĕп сывлăх тата ăнăçу сунатăп», - тенĕ Раççей премьер-министрĕн Дмитрий Медведевăн саламĕнче.

Раççей Федерацийĕн Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн Председателĕн Валентина Матвиенкăн саламĕнче: «Çĕнĕ 2016 çулпа чи ăшă, ырă салама йышăнсамăр! Иртекен çул çăмăл пулмарĕ, çĕршывшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăмсемпе палăрчĕ. Вăл пире ыррине нумай парнелерĕ, çĕнĕ опыт пухрăмăр. Çĕршыв умĕнчи тĕллевсене пурнăçламалли çул-йĕре уçăмлăн куратпăр. Çĕнĕ 2016 çул сире ырă шанăç кÿтĕр, ÿсĕмпе, пысăк çитĕнÿпе тулăх, пултарулăхпа пуçарулăх тапхăрĕ пултăр. Сире çирĕп сывлăх, телей, хăвăр вăя шанма сунатăп. Сирĕнпе юнашар яланах тăванăрсемпе çывăх çыннăрсем пулччăр, килĕрте тăнăçлăх, юрату тата ăнланулăх хуçаланччăр», - тенĕ.

Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин Председателĕ Сергей Нарышкин саламĕнче «2016 çул кашни киле телей илсе кĕтĕр, обществăри ăнланулăха çирĕплеттĕр, хамăрăн çĕршыв аталанăвĕнчи çĕнĕ ÿсĕмсен вăхăчĕ пултăр», - тесе палăртнă.

Чăваш Ен Пуçлăхĕн ячĕпе çавăн пекех Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕсенчен, федераци тата республикăри министерствăсемпе ведомствăсенчен, Чăваш Республикинчи хуласемпе районсен администрацийĕсен пуçлăхĕсенчен, регионта пурăнакансенчен саламсем килнĕ.