Республика малаллах аталанать

10 Çурла, 2016

Михаил Арланов, "Хыпар" Издательство çурчĕн директорĕ-тĕп редакторĕ:

- Республика пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăн Министрсен Кабинечĕн анлă ларăвĕнче Чăваш Республики экономикăри йывăрлăхсене пăхмасăрах 2016 çулăн пĕрремĕш çурринче чылай енĕпе эффективлă ĕçленине палăртрĕ.

- Ӳсĕмсен çăлкуçĕ - Раççей правительствипе, Федераци центрĕпе пĕр-пĕрне ăнланса тухăçлă ĕçленинче - терĕ Михаил Васильевич. - Пирĕн ĕçе конкретлă пурнăçланă параметрсемпе хаклаççĕ. Паллах, йывăрлăхсем пур. Апла пулин те шанатпăр: вĕсем - вăхăтлăх кăна. Ыранхи куна пирĕн шанчăклă пăхмалла, республикăра пурăнакан кашни çыннăн ырăлăхĕшĕн тăрăшмалла. Чи приоритетлă тĕллев - сахал тупăшлă çемьесене тĕрев парасси, - çак шухăша пайăррăн асăнчĕ Михаил Васильевич.

Чăваш енре çулталăк каялла старт илнĕ "Пĕрле пурăнмалла, пĕрле ĕçлемелле" халăх программи пурнăçланасси иккĕлентермест.