Республика çитĕнĕвĕсемпе Мускавра паллашнă
2 Feb, 2016 | Культура

Чăваш Республикин Общество палатин председателĕ Алексей Судленков каланă тăрăх - презентаци республика çитĕнĕвĕсемпе федераци шайĕнче паллаштарма, регион палатипе ЖКХ, вĕрентÿ, сывлăх сыхлавĕн, предпринимательлĕх, культура ыйтăвĕсемпе çыхăну тытас текенсен йышне ÿстерме май панă. «Мероприятие республика Пуçлăхĕ хутшăнни тата пленарлă ларура тухса калаçни презентаци сумне тата та ÿстерчĕ, çĕршыври регионсен представителĕсене Чăваш Енпе ытларах кăсăклантарчĕ», - палăртнă Алексей Судленков.

Чăваш Республикин экспозицийĕпе хăнасем пленарлă ларăвăн иккĕмĕш кунĕнче те - унта Раççей Федерацийĕн Федераци Пухăвĕн Патшалăх Думин Председателĕ Сергей Нарышкин та пулнă - паллашнă.

Чăваш Республикин презентацийĕ иртнĕ вăхăтра республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев РФ Общество палатин секретарĕн пĕрремĕш заместителĕпе, Раççей Геройĕпе, «XXI ĕмĕр салтакĕсем вăрçăсене хирĕç" ыр кăмăллăх фончĕн президенчĕпе Вячеслав Бочаровпа тĕл пулнă. Вĕсем çамрăксене патриотизм воспитанийĕ парассипе, ачасене физкультурăпа тата спортпа туслаштарассипе, вăрçă тата хĕçпăшаллă хирĕçтăрусен ветеранĕсемпе инваличĕсене пулăшупа тивĕçтерессипе, ыр кăмăллăх ĕçне аталантарассипе, Чăваш Республикинче тата Раççей Федерацийĕнче пурăнакансен пурнăçне лайăхлатассипе тата социаллă политикăна пурнăçа кĕртессипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă.

Михаил Игнатьев Чăваш Енре ачасемпе çамрăксене физкультурăпа тата спортпа туслаштарассине пысăка хуни, юлашки çулсенче пĕр спорт обћекчĕ те хупăнманни, 34 пин ача спорт шкулĕсенче ăсталăхне туптани çинчен каласа кăтартнă. Çавăн пекех республика Ертÿçи "Олимп" стадион, "Шупашкар-Арена" пăр керменĕ пек хальхи йышши пысăк обћектсем пурри Чăваш Енре тĕнче шайĕнчи ăмăртусене пысăк пахалăхпа ирттерме май панине пĕлтернĕ.

Вячеслав Бочаров Чăваш Республикинче кадет юхăмĕ ăнăçлă аталанса пынине, вăл çамрăксене патриотизм воспитанийĕ парас тĕлĕшпе пысăк пĕлтерĕшлине палăртнă. Çавăн пекех РФ Общество палатин секретарĕн пĕрремĕш заместителĕ Чăваш Енри опыт Раççейри ытти регионшăн та тĕслĕх пулма тивĕçли çине пусăм тунă, республика ертÿлĕхне РФ Общество палатипе тачă çыхăнса ĕçленĕшĕн тав тунă.

В.БАГАДЕРОВА