Республика бюджечĕ 5 миллиард тенкĕлĕх пысăкланать
26 Jan, 2017 | Экономика

Министрсен Кабинечĕн юнкунхи ларăвĕнче республика бюджечĕ çинчен калакан саккуна улшăнусем кĕртесси тĕп ыйту пулчĕ. Чăн та, кун йĕркинчи ыйтусене тишкерме пуçличчен ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăй çак кунсенче ирттернĕ тĕлпулусен кăтартăвĕсемпе кĕскен паллаштарчĕ.

 Съезд, газ парăмĕсем, тÿрĕ эфир

Пĕтĕм Раççейри «Единая Россия» парти съездне хутшăннă та — каласа памалли пур. «Единая Россия» Раççей Президенчĕшĕн тĕллевсене пурнăçламалли тĕп ресурс пулнă, çаплипех пулса юлать», — палăртрĕ Михаил Васильевич съезд ĕçне пĕтĕмлетнĕ май. Тепĕр самант: Федераци Канашĕн пĕрремĕш вице- спикерне, Чăваш Енĕн пĕрремĕш Президентне Николай Федорова «ЕР» Аслă Канашĕн членне суйланă. Тепĕр тесен вăл маларах та çак поста йышăннă. Тепĕр хыпар вара çĕнĕ: Елчĕк райадминистрацийĕн пуçлăхне Николай Миллина партин генеральнăй канашĕн членне суйланă — пирвайхи хут.

Михаил Игнатьев РФ культура министрĕпе Владимир Мединскипе курнăçни пирки пĕлтерчĕ. Пат-шалăх пĕчĕк хуласенчи театрсем, кинозалсем валли укçа уйăрать — Чăваш Енĕн те çак майпа усă курма тăрăшмалла. Михаил Васильевич Мединские Чăваш Ене килсе курма чĕннĕ — министр республикăра иртекен «Раççей çăлкуçĕсем» фестиваль кунĕсенче килес кăмăл пуррине çирĕплетнĕ.

Съездра парти ял хуçалăхне аталантарас енĕпе çине тăрса ĕçлессине тишкернĕ. Эппин, пат-шалăх АПКна укçапа тĕревлĕ. «Çавăнпа та пирĕн ял хуçалăхĕ енĕпе юлма юрамасть. Ĕçе ырана хăварсан укçа-тенке ытти регион илсе пĕтерĕ», — асăрхаттарчĕ ЧР Пуçлăхĕ. Правительство Председателĕ Дмитрий Медведев регионсен хăйсене хăйсем тивĕçтерессине тĕпе хумаллине çирĕплетнĕ май Михаил Игнатьев кун пирки те хăйĕн шухăшне палăртрĕ: «Паллах, пире йывăр — эпир донорсем мар. Анчах çавăн патне талпăнмалла, хамăрăн тупăшсене пысăклатма тă-рăшмалла».

«Газпром-межрегионгаз» гендиректорĕпе Атăл леш енне газификацилес ыйтусене сÿтсе явнă. «Проектра эпир пур, — терĕ Михаил Васильевич. — Анчах татăклă йышăнăва «Газпром» правленийĕ тăвĕ». Ура хума пултараканни — республикăн газовиксен умĕнчи пысăк парăмĕ. Вăл 1,5 миллиард тенкĕпе танлашать — пĕлтĕр 1,4 хут ÿснĕ. Çав шутра «Коммуналлă технологисем» ООО парăмĕ — 1 миллиард тенкĕ патнелле. «Парăмсем çапла нумай ÿсни нихăçан та пулман», — пăшăрханăвне пытармарĕ регион ертÿçи.

Газ валеçекен сетьсене сутас енĕпе çивĕчлĕх пур. Республикăра вĕсен тăршшĕ 15 пин километ-рпа танлашать. 87% республика харпăрлăхĕнче. Кунашкалли нихăш регионта та çук-мĕн. «Сутмал-ла, анчах «Газпромăн» вĕсене туянас енĕпе пысăк интерес çук. Вăхăт çитĕ те — пирĕн вĕсене юсамашкăн, кирлĕ пек пăхса тăмашкăн пысăк укçа уйăрма тивĕ», — терĕ Михаил Васильевич. Çавăнпа Алексей Миллерпа ирттерме палăртнă тĕлпулура çак ыйту тавра та калаçасшăн.

Сăмах май, халăх газшăн тÿрĕ кăмăлпа тÿлет. Пĕлтĕр 100% тÿлесе татнă. Çапах «Газпромпа» инвестицисем пирки калаçнă чух парăм ыйтăвĕ тĕп вырăнта. Сăмахран, газ монополийĕ Шупашкарти Пăр кермене тума 250 миллион тенкĕ хывнă, Красноармейскинче спорт комплексне ун укçипе тунă. Унта халăх бассейн тума та ыйтать. Кун пирки газовиксемпе сăмах пуçарсан вĕсем уççăн каланă-мĕн: 200 миллион тенкĕлĕх парăма татăр — çав укçана пĕтĕмпех бассейн валли ярăпăр...

Михаил Игнатьев Общество телекуравĕн тÿрĕ эфирне хутшăнни пирки те сăмах пуçарчĕ. Ыйту ну-май пулнă. Вĕсем тăрăх тивĕçлĕ мерăсем йышăнмалла. Сăмахран, «Перекресток», «Карусель» сетьсен лавккисенчи ĕçме-çиме пахалăхĕ тĕлĕшпе кăмăлсăрлăх пуррине кура ЧР Пуçлăхĕ çывăх вăхăтрах вĕсенче тĕрĕслевсем ирттерме хушрĕ. Е тата — Çĕмĕрлере çулсене тасатманни пирки. Михаил Васильевич унта çулсене мĕнле пăхса тăнине çитес вăхăтра хăй кайса курма шантарчĕ. Унччен тасатса хураççĕ пуль-ха та...

Мускава шанар, хамăр та ĕçлер

Иртнĕ çул вĕçĕнче республика бюджетне йышăннă чухнех Мускав Чăваш Ен валли нумай енĕпе уйăракан укçа виçи паллă маррине кура Çĕнĕ çул хыççăн унта улшăнусем кĕртме тивесси пирки асăрхаттарнăччĕ. Вăхăт çитрĕ — бюджет саккунне улшăнусем кĕртессине ырларĕç. Саккун проекчĕпе килĕшÿллĕн Чăваш Енĕн 2017 çулхи бюджечĕ 5008,9 миллион тенкĕ хушăнать — тупăш пайĕ 40 миллиард тенкĕрен иртет. Бюджет профицитлă пулнине кура тăкаксем 41,5 миллиард тенке яхăн пулмалла.

Вице-премьер — финанс министрĕ Светлана Енилина хушма укçа хăш сферăсене каяссине пайăррăн палăртрĕ. Тепĕр тесен мĕнпур сфера хушма тĕрев илет. Промышленноç производствине аталантарма — 1,5 миллиард тенке яхăн. Спорт объекчĕсем валли — 304 миллион. Çав шутра Тĕнчери футбол чемпионатне ирттерме усă куракан объектсене юсама та укçа пулĕ. Тата — биатлон центрне реконструкцилеме. Сывлăх сыхлавĕн объекчĕсем пирки каланă май министр ядерлă медицина центрĕн строительствине пуçлассине çирĕплетрĕ. Çĕрпÿ хулинче çĕнĕ шкул тăвасшăн — хушма укçан 138 миллионĕ шăпах ун валли. Ача сачĕсем те пулаççĕ — Канашра, Çĕнĕ Шупашкарта. Тĕп хулари планетари валли — 148 миллион тенкĕ.

Хамăрăн тупăшсем пирки каланă май Светлана Александровна нефть продукчĕсенчен тата алко-гольтен республика хыснине кĕрекен акцизсен виçи чакассине палăртрĕ. Нефть продукчĕсене илес тĕк — налуксен кунта юлакан пайĕ кăшт пĕчĕкленет. Эрех акцизĕ тĕлĕшпе ĕç-пуç урăхларах. Шу-пашкарти ликерпа шурă эрех завочĕн хуçи улшăннă, вăл вара лицензи илес ыйтăва татса паман-ха, çавăнпа паян заводра эрех производстви те çук.

Планетари тенĕрен, Михаил Игнатьев ăна çурмалла патшалăх тата уйрăм çынсен укçипе çĕкле-меллине аса илтерчĕ. Çак принципа мĕнле пурнăçланипе кăсăкланчĕ те — культура министрĕ Константин Яковлев «хальлĕхе ĕçлетпĕр» тесе тÿрĕ хуравран пăрăнма тăни ăна килĕшмерĕ: «Чăн-чăн бюрократ хуравĕ. Эпĕ урăххи пирки ыйтатăп!» Татăклă сăмахсем кĕтсе илеймессе ăнланса-ши — хуравне тĕп хула администрацийĕн пуçлăхĕнчен ыйтрĕ. Алексей Ладыков хуравĕ те ăна тивĕçтерекенни пулмарĕ: «Планетарие пурте пырса çÿремелле тăвасшăн. Енчен те бизнес ĕçе пуçăнчĕ тĕк — çынсемшĕн йÿнĕ пулмĕ. Кафе пулмалла — ăна бизнес йышăнĕ, ку 10-20 миллион тенкĕ кăна. Ыттине уйрăм çынсен укçипе тума çук...» Капла каланипе Михаил Игнатьев килĕшмерĕ. Вăл Культура министерстви хула влаçĕсемпе пĕр чĕлхеллĕ пулманшăн ÿпкелерĕ: «Туризм пирки пухăнса калаçрăмăр — хула пăрăнса юлчĕ. Калаçу сĕтелĕ хушшинче тавлашăр, анчах ĕç тунă чух пĕрле вăй хумалла».

Сахалрах, анчах хăватлăрах

Ларура Медстраховани фончĕн бюджетне çĕнетрĕç, Правительствăн маларах кăларнă хăшпĕр йышăнăвне улшăнусем кĕртрĕç. Çавăн пекех республикăн шалти займĕн патшалăх об-лигацийĕсен эмиссийĕн условийĕсене çирĕплетрĕç. Сăмах май, Чăваш Ен хăйĕн патшалăх облига-цийĕсене халиччен халăх хушшинче нихăçан та сарман, малашне ку енĕпе те ĕçлесшĕн.

Хăй тĕллĕн çÿрекен машинăсен юсавлăхне сăнаса тăракан патшалăх инспекцийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Евгений Еландаев хăй ертсе пыракан тытăмăн иртнĕ çулхи ĕçĕ çинчен отчет турĕ. Вăл пĕлтернĕ тăрăх — раштавăн 31-мĕшĕ тĕлне Патшалăх технадзорĕ регистрациленĕ тракторсен, хăй тĕллĕн çÿрекен машинăсен тата вĕсен прицепĕсен шучĕ 23,6 пин ытла единицăпа танлашнă. Çав шутра 57% — уйрăм çынсен. Пĕлтĕр çĕнĕ 489 трактора регистрациленĕ. Кивелнĕ май шутран кăларнă техника шучĕ вара чылай пысăкрах. Çапах Чăваш Енре асăннă техника паркĕ пĕчĕкленсе пырать тесе татăклăн калани вырăнсăр. Киввине çĕнни, чылай хăватлăраххи, улăштарать. Калăпăр, унчченхи МТЗ-82 трактор хăвачĕ 60 кВт пулнă, хальхи «Беларусăн» вара — 114 кВт. Урăхла каласан паянхи пĕр трактор е комбайн кивĕ темиçе машинăна улăштарма пултарать.

Николай КОНОВАЛОВ

Комментари хушас